Людмила МИХАЙЛОВА, пенсионерка, Чутей ялĕ:
Килти хуçалăхра ĕне усракансене выльăх пуçне шута илсе субсиди уйăрса панине çемьере ырласа йышăнтăмăр. Пирĕн хуçалăхра паянхи кун сăвакан 2 ĕне, кăçал пăруланă тына та пур, унран та ĕне тăвасшăн. Паллах, ĕне выльăха хĕл каçарма ансат мар. Мĕн чухлĕ апат хатĕрлемелле. Ĕне усранипе пулакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма субсиди панине тĕрĕс тесе шутлать пирĕн çемье. Чăнах та ĕнтĕ, хальхи вăхăтра сĕт хакĕ питĕ йÿнĕ, сĕт пуçтаракансене ăна литрне 14 тенкĕ çинчен паратпăр. Патшалăх енчен малашне те çапла пулăшса тăрсан, ялта ĕне усракансен йышĕ те ÿссе пырĕ.