1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
19 июня 2020 г. 12:29

Культура вăл - юрăпа ташă кăна мар

Чăваш Енре республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явасси малалла пырать. Ăна регион ертÿçин О.Николаевăн пуçарăвĕпе республикăри экономикăн аслă совечĕ федераллă шайри специалистсене явăçтарса хатĕрлеççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ А.Салаева ертсе пынипе тата «Международный Центр Развития Регионов» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ И.Меламед экспертсен ушкăнĕпе пĕрле хутшăннипе видео-конференц-çыхăнăвĕпе (ВКС) вĕçрен вĕçе виçĕ ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Унта культура аталанăвĕн пилĕк çуллăх планне сÿтсе явнă.

Совет саманинче те, паянхи кун та пирĕн çĕршывра культурăна укçа-тенкĕпе тивĕçтересси чи юлашкинчен пулса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Культурăри Кĕлпике шăпиллĕ танмарлăх политикине васкавлă майпа улăштармалла. Çавăнпа та культура министрĕ Р.Лизакова хăй тухса калаçнă вăхăтра Программăна туса хатĕрлекен экспертсене культурăна республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн пĕлтерĕш- лĕ факторĕ тата нацин хăйнеевĕрлĕ пĕршухăшлăхĕн никĕсĕ пек йышăнма ыйтнă. Пирĕн республика нациллĕ шутланнăран çакă уйрăмах кирлине палăртнă вăл. Регионсем хушшинче конкурентлăх вăйланса пынă условисенче мала инвестициллĕ рейтингсем тата экономика характерлă ытти кăтартусем кăна мар, республикăн пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ те тухса тăрать. Çавăнпа та Чăваш Енĕн тĕнчери çитĕнĕвĕсене ыттисем мĕнле йышăнни театрти, музыкăри, сăнарлă искусствăри хальхи ăстасен пултарулăхĕпе те тÿрремĕнех çыхăннă.

Культура çын пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă вырăн йышăннине те палăртнă министр. Культура отраслĕ ыттисенчен бюджет финансĕн пайĕ пысăккипе е тата тепĕр майлă — бюджет мар финанс сахаллипе уйрăлса тăрать. «Ку Раççейри пур регионсенче те çапла, - пĕлтернĕ вăл — пултаруллă та талантлă ачасене пулăшас тĕллевпе бизнес-структурăсем хутшăннипе пилотлă тĕллевлĕ фонд йĕркелес ĕçе те пăхса тухмалла тесе шутлатăп».

Тĕллевлĕ кун пек фондсем тĕнчере тахçанах пуррине палăртмалла. Анчах та Раççейре кун пирки тин çеç калаçма тытăннă. Вĕрентÿ сферинче бизнес-структурăпа патшалăх килĕшсе ĕçлеме эффективлă вариантсем тахçанах тупнă пулсан, (тĕслĕхрен, компетенци центрĕсем, инновациллĕ шкулсем) культурăра вара ку ĕçсен пĕрремĕш утăмĕсем кăна пулса пыраççĕ-ха. Сăмах май каласан, финанс çителĕк- сĕррине пулах нумай ача-пăча искусство шкулĕсем, уйрăмах аякри ялсенче пурăнакансем, пулас музыкантсене, юрăçсемпе художниксене ачаранах искусствăн асамлă тĕнчипе паллашма тĕрлĕ смотр-конкурссене тата выставкăсемпе концертсене илсе тухаймаççĕ.

Раççейре паян регионсенчи социаллă-экономикăллă лару-тăрăва йĕркелеме нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна-ха çак политика шайĕнче Раççей правительстви республикăн социаллă- экономикăллă уйрăм программине аталантарма 3 млрд. тенкĕ уйăрни çинчен хушу кăларнă. Çак укçапа усă курнă чухне культурăна та манса хăвармасан аванччĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, Роза Лизакова каланă тăрăх паян регионсенчи культура сферисенче финанс виçи пĕр-пĕринпе килĕш се тăмасть. Енчен те кăтартусен финанс калăпăшне 1000 çын пуçне шутласан, Пушкăрт, Удмурт, Карелисемпе танлаштарсан Чăваш Енĕн 20-30 процент сахалтарах.

Паллах, укçа-тенкĕ кирек хăш отрасльшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах вăл отрасле аталантармалли пĕр-пĕр проекта, программăна пурнăçа кĕртмелли инструмент кăна. Ĕçсен пĕтĕм комплексне ăнăçлă пурнăçлас тесен вара проблемăсене татса памалли тĕрĕс çул-йĕр тупмалла. Çакăн пирки республика ертÿçи Олег Николаев тăтăшах аса илтерет. Ку тĕлĕшпе Роза Лизакова культурăн регионти брендне тата çавăн пекех Чăваш Енри хуласен брендне туса хатĕрлеме сĕнни вăхăтлă та тивĕçлĕ пулса тухать. Пĕрлех социокультура, наци, культура, çутçанталăк тата этнографи уйрăмлăхĕсене те шута илмелле, культура еткерлĕхĕн объекчĕсене тата кану зонисене те манăçа кăлармалла мар.

Хăш-пĕр ĕçсене пурнăçа кĕртеççĕ те ĕнтĕ. Çапла икĕ çул каяллах Улатăрăн ун чухнехи ертÿлĕхĕ муниципалитета истори еткерлĕхĕн хули пек пахалас ĕçе пуçăннăччĕ. Халĕ çакă паллă — Улатăр пĕлтĕр историллĕ поселени статусне илме тивĕçнĕ. Çакă, чăн та, бренд мар, анчах вăл ку енĕпе пуçламăш утăм тунине кăтартса парать.

Бренд — ячĕшĕн сăмах мар. Вăл çыннăн тулли ассоциаци пĕтĕмлетĕв-не палăртать: курнин кăмăл-туйăм тĕнчине, шухăшсен тĕввине, пахалăх тĕлĕшĕнчи хаклавне... Çавна май, министр палăртнă тăрăх, «культура еткерлĕхĕн пурлăх тата пурлăх кăна мар объекчĕсене упраса хăварасси уйрăм тимлĕх ыйтать тата çавăн пекех музейсен концепцине çĕнĕрен пахалама кирли те куçкĕрет тухса тăрать. Историн çĕнĕ факчĕсене тата граждан вăрçине епле хакланине шута илсе Чапаев ячĕллĕ музее реэкспозици туни кирлĕ. Чăваш халăх тĕррине пирĕн наци бренчĕ вырăнне хурса аталантарса пымалла. Халăх юратакан бренд çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума, налук хушăмне ÿстерме, туристсене явăçтарма пулăшĕ».

Роза Лизакова хуласемпе ялсен хăйнеевĕрлĕхĕ çухалса пынине те пăшăрханса пĕлтернĕ. Енчен те унччен кашни ялăн е хулан асра юлакан хăйнеевĕр архитектура сăн-сăпачĕ пулнă пулсан, сăмахран, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Етĕрне, Пăрачкав, Куславкка, халĕ вара ялсен историллĕ вырăнĕсенче тĕплĕн шухăшламасăр лартса тултарнă суту-илÿ центрĕ-сене, лавккасемпе кафесене пула вĕсем пĕр-пĕрин евĕр пулса пыраççĕ, пĕчĕккĕнех хăйсен историпе архитектура тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшне, хăйнеевĕрлĕхне çухатаççĕ.

Хăйне евĕр отрасль пулнă май, культурăн тивĕçлĕ инфраструктуришĕн тимлени тата ăна аталантарма пулăшни те кирлĕ: оперăпа балет театрĕн çуртне тĕпрен юсамалла, ку чухнехи истори архивĕн управне тумалла, «Пĕрремĕш чăваш космонавчĕн Андриян Николаевăн сад-комплексне», унчченхи «Родина» кинотеатр çуртне, Наци музейне, тата çавăн пекех муниципаллă йĕркеленÿсенчи чылай объекта реконструкци туса çĕнетмелле.

Паллă, Роза Лизакова, ведомство ертÿçи тата отрасльшĕн яваплă пулнă май, ытларах «мĕн ыратни» çинчен чарăнса тăнă.

Министр шухăшĕсене тĕпрен ырласа, «Роза Михайловна мĕншĕн реконструкци, юсав çинчен каланине ăша хывса» Алла Леонидовна çапах та çакна тепĕр хут аса илтернĕ: «Эпир хатĕрлекен Программа пирĕн тĕллевсенчен килет,— тенĕ вăл,— çамрăксем республикăран тухса ан кайччăр, туризм аталантăр, çынсем хăйсем Чăваш Енре пурăннипе мăнаçланма пултарччăр. Эпир хамăр мĕн тунине тата камшăн тăрăшнине ăнланма тивĕç».

Кашни уйрăмлăх çинчен манмасăр чи кирлине уйăрма, тĕп енсем çине вăй-хăвата яма пĕлни - кирек мĕнле программăсене, уйрăмах стратегиллĕ Прогаммăна, пурнăçламалли тĕп услови шутланать. Çакăн çинчен Чăваш Ен ертÿçи О.Николаев правительство ларăвĕ-сенче пĕрре кăна мар каланă. Çавăнпа та А.Салаева калани программăна хатĕрлес тĕлĕшпе лартнă конкретлă тĕллевсем О.Николаев ыйтнипе килĕшсе тăраççĕ.

«Культура», «Творческие люди», «Цифровая культура» наци проекчĕ-сем пĕр программăпа килĕшсе тăрсан питех те лайăх пулмалла, - палăртнă Алла Леонидовна. Çакă çын пурнăçĕн пахалăхне тÿрремĕнех пырса тивет. Тĕрĕссипе ку вăл çынна туртакан вырăнсем — библиотекăсем, театрсем, музейсем. Шăпах вĕсем тавра хăтлăхлă пулмалла. Çакăн пек пулсан кăна эпир мĕн палăртнине пурнăçлăпăр. «Пирĕн Чăваш Енре пурăнас килет, мĕншĕн тесен кунта хăтлă та экологи енчен таса», - тесе калĕç вара çынсем.

Унăн сăмахĕпе хула агломерацийĕсем пĕчĕккĕн пĕтсе пыраççĕ. Çакă ытларах коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче курăмлă палăрчĕ. Çапла вара ытти регионсем хушшинче Чăваш Енĕн пурăнмалли хăтлă хутлăх ята илме пултарас шанчăк çуралать. Алла Салаева каланă пек культура, кăмăл-туйăм, япаласен пĕлтерĕшĕсем, библиотекăсен, театрсен, музейсен пахалăхлă продукчĕсем пулмасан ку шанчăка та çухатма пулать, вĕсем вырăнне вара чунри чухăнлăх тăрса юлать.

Поделиться:
Распечатать