1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
19 июня 2020 г. 12:26

Салтак шăпи

Сехметре интернационалла тивĕçне пурнăçласа Сăхăтпуç ялĕнчи аттен шăллĕ Николай Данилович Данилов хăйĕн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Вăл 1932 çулта çуралнă, çемьере пилĕк ача пулнă Данил асаттепе Анастасия асаннен. Николай ялта ытти ачасем пекех çитĕннĕ, ĕçрен хăраман.

«Хастар ывăлччĕ, ăслăччĕ»,—аса илетчĕ асанне, ассăн сывласа. Хăш чух куççульне шăлса илетчĕ. Ара, ывăлĕн пытарнă вилтăпри ăçтине те пĕлеймен, кайса та курман. Юрать-ха, Николая пытарнă самантри сăн ÿкерчĕксене салтакăн пуçлăхĕсем ярса панă амăшне (архиври сăн ÿкерчĕкре сылтăмри). Ахаллĕн, эпир те тетен сăнне кураймастăмăр. Николай Данилов службăна Венгрие лекет. Лайăх кăтартусемшĕн ăна çулталăк çурăран тăван ялне 10 куна курма-канма яраççĕ. Анчах та каялла çула тухмалли вăхăт çитсен, вăл каяс пирки шутламан та. Темле майпа ÿкĕте кĕртсе Вăрмарти çар комиссариатне çитернĕ ăна. Хăй питĕ йĕнĕ: «Урăх кураймăр мана...»—тесе кĕрсе çухалнă тет алăкран. Чун-чĕри сиснĕ вилĕме çамрăкăн, таврăнайман вăл тăван Сăхăтпуçне.

Архивра çав тапхăрти Венгрири ахăр самана çинчен вуласа пĕлме май килчĕ. Венгрире халăх пăлхавĕ çĕкленнĕ, хĕç-пăшалланнă ушкăнсем Совет влаçне хи-рĕççисене персе вĕлернĕ, чĕрĕллех çунтарнă, салтаксем çине тапăннă. 1956 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнчен декабрĕн 31-мĕшĕччен 2652 венгр вилнĕ, 19226 çын аманнă. Совет салтакĕсенчен 706 вилнĕ (75 офицер, 631 салтакпа сержант), 1540-шĕ аманнă, 51-шĕ хыпарсăр çухалнă.

1956 çулхи декабрьти пăлхавра паттăрлăх кăтартнă 10 пин офицерпа салтака орденпа медаль парса палăртнă. Совет Союзĕн Геройĕ ята 26-ăн (14-шне вилсен) тивĕçнĕ. Эпĕ астăвасса асанне вилнĕ ывăлĕшĕн хăй çĕре кĕричченех 25 тенкĕ укçа илсе тăратчĕ патшалăхран.

Анчах та тăван ывăл укçаран хаклăраххине кашни амăшĕ çывăх чухлать ĕнтĕ.

Пĕлейместĕп, тен, пирĕн районти ытти ялтан кам-тăр пулман-ши Венгрире? Тĕрлĕ çын, тĕрлĕ шăпа.

Поделиться:
Распечатать