1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
19 июня 2020 г. 12:29

Тăвайри врач офисĕнче тăрăшакансем

Чăваш Енре юлашки вăхăтра сывлăх сыхлавĕн чылай çĕнĕ объектне хута янă. Пĕтĕмĕшле практикăллă врач офисĕсем, ФАПсем ĕçлеççĕ халь республикăри ялсенче.

Пирĕн районти Тăвайра тĕп больница кăна çынсене тивĕçтернĕ малтан. 2004 çулхи утă уйăхĕн- че вара аптека çурчĕн хăш-пĕр пÿлĕмĕсенче пĕтĕмĕшле практикăллă врач офисĕ ĕçлеме пуçланăччĕ. Йĕри-тавра хăтлăччĕ, выртса сипленмелли оборудованисем вырнаçтарнăччĕ вĕсенче.

Унти ĕçсене Татьяна Николаевна Михайлова опытлă врач-терапевт йĕркелесе пыма пуçланăччĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнчи Сурск районĕнче 1956 çулта кун çути курнă чиперкке. Малашлăхне çынсене сиплес ĕçпе çыхăнтарма тĕллев лартнă вăл. Алла аттестат илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, 1982 çулта аслă пĕлÿллĕ врач-терапевт пулнине çирĕплетекен дипломлă пулса тăнă. Ĕç çулĕн малтанхи 3 çулне Шупашкарти больницăра тăрăшнă.

Татьяна Николаевна районта пурăнакансен сывлăхĕшĕн 1985 çултанпа тимлеме пуç-ланă. Çапла хĕрĕх çула яхăн тăрăшать сиплев хуралĕнче çепĕç те ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ çак хушăра. Камран кăна тав сăмахĕ илтмен-ши?

«Юн пусăмĕ мĕнле? Сывлăхăр аптăрамасть-и?»— кашни тĕл пулмассерен интересленет Т.Михайлова тухтăр.

Пурнăç условийĕсене кура Тăвайри пĕтĕмĕшле практикăлла врач офисне темиçе çул каялла район центрĕнчи поликлиникăна куçарчĕç. Татьяна Николаевнана А.Даниловапа С.Табакова медсестрасем пулăшаççĕ. Çынсем кăмăллă вĕсен ĕçĕпе те. Альбина Михайловна врач патне кĕрекенсен юн пусăмне виçет, тĕрлĕ анализсем тутарма направлени çырса парать.

Светлана Владимировна вара офисра сипленекенсене уколсем тăвать, юн тымарĕ тăрăх эмел ярать, чирлекенсем хăйсене мĕнле туйнине сăнасах тăрать, вĕсен докуменчĕсене çырса хатĕрлет. Шел те, корнавирус чирĕ алхаснă вăхăтра офисра сипленекенсене йышăнмаççĕ. «Хăвăртрах ĕçлеме пуçлатăрччĕ сиплекен кабинет»,— тенине темиçе çынран та илтме тÿр килчĕ (сăн ÿкерчĕкре).

Асăннă коллективри медицина ĕçченĕсене малашне те ĕçре ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать