1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
19 июня 2020 г. 12:54

Тĕрлĕ енлĕ тивĕçтерсе

Иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарасси малалла пырать. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра та çыхăну тытăмĕнче ĕçлекенсем халăха кирлĕ информаципе тивĕçтерсе тăчĕç. Правуррисем çырăнтару ыйтăвне те тимлĕхре тытрĕç.

Акă, Тушкилти çыхăну уйрăмĕн начальникĕпе Татьяна Владимировна Георгиевапа калаçнă хыççăн кăмăл çĕкленчĕ. 15 çул почта ĕçĕнче тăрăшать вăл. Вулакансене пичет изданийĕ-семпе вăхăтра тивĕçтернĕшĕн Августина Николаевна Шараповапа Светлана Ивановна Волкована мухтарĕ. Иккĕшĕ те почтальон сумкине йăтса 10 çул такăрлатаççĕ Тушкилпе Ямпулат ялĕсенчи сукмаксене.

Район хаçатне иккĕмĕш çур çулта, июльтен илсе тăма мĕнле çырăннипе интереслентĕм.

-Хальхи вăхăтра «Ял ĕçченĕ» хаçата почта урлă 95 çемьере илсе тăраççĕ. Лавккасем урлă та чылайăн çырăннă пирĕн. Çитес тапхăрта та хальхи шайран чакарасшăн мар эпир. Паянхи куна 80 экзямпляра çитернĕ-ха почтальонсем. Район хыпарçине ытларах сарасчĕ, теççĕ. Вулакансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ Августина Николаевнапа Светлана Ивановна,- çыхăну ĕçченĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ ертÿçĕ. Çыхăну ĕçченĕсем паракан услугăсен шучĕ пысăклансах пыни çинчен те чарăнса тăчĕ.

Ял çыннисене хаçат-журналсемпе, пенсисемпе тивĕç-тернисĕр пуçне куллен кирлĕ таварсене килĕсене çитерсе парассине лайăх йĕркеленĕ. Уйрăмах пĕччен пурăнакансемпе сусăрсем куç пек кĕтеççĕ вĕсене. Кĕнеке сутасси аван пырать. Ача-пăча валли çырнисене лайăх туянаççĕ. Тĕрлĕ услугăсемшĕн ? çÿп-çапшăн, çутăшăн тата ытти пулăшушăн% те тÿлевсем йышăнаççĕ. Интернет çыхăнăвĕшĕн тÿлемелле-и, карас телефонĕсем çине укçа хумалла - çынсем ыйтнине пахалăхлă пурнăçлама тимлеççĕ çыхăнура вăй хуракансем.

Поделиться:
Распечатать