1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
10 июля 2020 г. 21:54

Кашни çамрăкăн тивĕçĕ

Раççей çарĕнче хĕсметре тăни вăл — кашни арçыннăн пысăк яваплăхĕ тата сăваплă тивĕçĕ. Çарта пулни, унчченхи пекех, çыннăн шанчăклăхĕпе яваплăхне кăтартса тăрать.

Нумаях пулмасть Чутейре пурăнакан Александр Николаевичпа Алена Геннадьевна Петровсен ывăлĕ Юрий (сăн ÿкерчĕкре) салтакран таврăннă. Малтанах Крымра Севастопольте, унтан Евпаторинче сывлăшпа космос çарĕнчи радиолокаци разведкинче Тăван çĕршыв тăнăçлăхне чыслăн сыхланă.

Вăл 2015 çулта Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса Чăваш патшалăх университетне юридика факультетне вĕренме кĕнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те, университетра та спортпа туслă пулни ăна хĕсметре те пулăшнă. Ю.Петров «юриспруденци» специальноçне алла илсенех 2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче çара кайнă. Зенитпа ракетăсен дивизионĕнчи радиотехника батарейинче аслă механик-водитель-радиолокаци станцийĕсен операторĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă вăхăтра хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Командовани ăна темиçе хутчен те хавхалантарнă. Характеристика пани тăрăх та, Юрий çинчен çакна пĕлме тÿр килчĕ: «Çĕнĕлĕх патне ăнтăлать. Тĕп çар специальноçĕпе лайăх хатĕрленнĕ. Приказсене тĕрĕс, вăхăтра та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Пĕрле службăра пулнисем хушшинче пысăк авторитетпа усă курать. Сăпайлă. Спортпа туслă». Командовани ашшĕ-амăшне ывăлне тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тăвать.

Юрий кашни çамрăкшăн служба кирлĕ тесе шутлать, мĕншĕн тесен вăл характера пи- çĕхтерет тата Тăван çĕршывшăн яваплăха туйма вĕрентет. Сăмах май каласан, унăн ашшĕ Александр Николаевич Тăвай районĕнчи полицин участокри уполномоченнăйĕнче тата шăллĕ Руслан Вăрмарти полици уйрăмĕнче ĕçлеççĕ. Юрий те хăйĕн пурнăçне юрист ĕçĕпе çыхăнтарасшăн.

Çартан таврăннă çамрăка службăна ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламлатпăр, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать