1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
10 июля 2020 г. 21:52

Пĕлÿшĕн ăнтăлакан çамрăксем

Ямпулат ялĕнче пурăнаççĕ Камасевсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.

Кил хуçи арăмĕ Надежда Николаевна Тушкилти библиотекăра вунă çул ытла ĕçлет, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Çемье пуçĕ Олег Иванович «Акконд-агро фирма» обществăра чылайранпа вăй хурать, ветеринара пулăшать, выльăхсен сывлăхĕшĕн тăрăшать. Ывăлпа хĕр çитĕнет туслă мăшăрăн. Асли, Евгений, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе пĕтерет, диплом хÿтĕлерĕ çак кунсенче.

Евгений Камасев — физикăпа математика факультечĕн студенчĕ, университетăн «Патриот» командинче ырă тĕслĕх кăтартнă, пĕтĕм Раççейри «Запад» клуб турнирĕн çĕнтерÿçи, студентсен спорт клубĕсен «Восток vs Запад» турнир финалăн бронза призерĕ. Чăваш Республикинчи аслă шкулсен универсиадинче волейболла выляса кĕмĕл призерсен йышне кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2019 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнчи 509-мĕш номерлĕ хушăвĕпе вĕренÿре, тĕпчевпе ăслăлăх, пултарулăх, производствăпа управлени, спорт, общество, бизнес проект ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх кăтартусем тунă студентсемпе çамрăксене, 2020 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен уйăхсерен ятарлă стипенди параççĕ. ЧГПУ студенчĕ Евгений Камасев та çак сума тивĕçлĕ пулнă.

—Тушкилти шулта аслă классенче пулнă чухнех малалла ăçта вĕренме каясси пирки кăсăкланаттăм, педагогика университетне çул тытрăм. Волейболла выляма вĕрентекен Д.В.Леонов тренерпа паллашма тÿр килчĕ, шăпах вăл çак аслă шкула вĕренме кайма сĕнчĕ. «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа алла илетĕп кĕçех, инженер пулатăп. Университетра пĕлĕве чылай ÿстерме май килчĕ, çĕнĕ юлташсем тупрăм, тĕрлĕ хуласенче пултăм, ăмăртусенче тăтăшах ЧГПУ чысне хÿтĕлерĕм. Студент-активистсемпе пĕрле тинĕс хĕрринче канни халĕ те асрах. Хамăн аслă шкула, преподавательсене, юлташ-студентсене çĕре çити пуç тайса тав тăватăп. Абитуриентсене хăйсен чунĕ кăмăллакан аслă шкулсене суйлама сĕнетĕп. Мал ĕмĕтлĕ пулăр, çĕнни патне ăнтăлăр, аталанăр. Маншăн вара университетра вĕреннĕ кашни кун хаклă,—шухăшне пĕлтерет Ямпулат çамрăкĕ Е.Камасев.

Унăн йăмăкĕ, Екатерина, вăтам пĕлÿ илет, экзамен тытма хатĕрленет. Вăл та хăйĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшать. Евгений те Тушкилти вăтам шкулта вĕреннĕ.

Поделиться:
Распечатать