1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Май 2024 г.
10 июля 2020 г. 21:58

Юратупа шанчăклăхшăн тата телейшĕн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă.

«Çемье — çыннăн тĕп пуянлăхĕ, ăс-хакăл управçи тата кашниех вăй-халпа хавхалану кÿрсе тăракан хăватлă çăл куç. Тăван кил-йышран çывăхраххи тата хаклăраххи урăх никам та çук, çывăх çынсем пире яланах ăнланаççĕ, йывăр вăхăтра пулăшаççĕ, телейлĕ пулма тата пурнăç тĕллевне тупма пил параççĕ.

Çемье хаклăхĕсене çирĕплетесси, ашшĕ-амăшне пулăшу парасси, ачасене тивĕçлĕ воспитани пама лайăх майсем туса парасси малашне те патшалăхăн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче пулĕç.

Сире пĕтĕм чунтан çемьере пысăк телей, çураçулăх, ырлăхпа юрату тата килĕшÿ сунатăп»,—тенĕ вăл.

 

Тăвай енре çемьене хакласа, нумай çул пĕр-пĕрне юратса пурăнакансем те сахал мар. Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕнче Тĕмерти Вера Петровнапа Николай Леонидович Козловсене, Вăтаялĕнчи Елизавета Никитичнапа Герман Иванович Черновсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чысларĕç.

Козловсене районта лайăх пĕлеççĕ. Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ вĕсем. Медицинăн аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван ене таврăннă, 30 ытла çул ялти сывлăх сыхлавĕн- че вăй хураççĕ. Юрату туйăмне вăйлатса пырса ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ Вера Петровнапа Николай Леонидович. Аслине Ольга тесе чĕнеççĕ, Шупашкарта, ВТБ банкĕнче тăрăшать. Саша — юрист, Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнать. Козловсен çемйи çурла уйăхĕнче 32 çула çитет. Кашни туй — çемьен пысăк мар юбилейĕ. Çавăнпа пĕрле нумай çул пурăнакансене юбилейлă туйсен кĕнекине кĕртеççĕ. Пăхăр туйĕ çитнине çирĕплетсе алă пуснă унта асăннă туслă мăшăр.

«Юратупа шанчăклăх» медале Козловсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке панă. Çирĕп сывлăх, телей, пĕр-пĕрне ăнланса, юратса нумай çул пурăнма суннă. Çемьепе юрату, шанчăклăх кунĕн символĕ ромашка шутланать. Унăн хутран тунă, çемьене çирĕплетме пулăшакан сăмахсемлĕ çеçкисене пĕрле пухса чечек ăсталарĕç пĕр-пĕрне кăмăлласа пурăнакансем.

Вăтаялĕнчи Черновсене килĕнче саламларĕç. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новиковапа Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ С.Ярхунова «Юратупа шанчăклăхшăн» обществăлла медальпе чысларĕç вĕсене.

Çемье пуçĕ, Герман Иванович, Тĕмерти вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн, клубра ĕçленĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçласан 1963 çулта ял хуçалăх институтне аслă пĕлÿ илме çул тытнă. Ял хуçалăх производствинче управляющире, агрономра, тĕп агрономра, «Победа» совхоз директорĕнче, «Сельхозхими» предприятире, «Родина» тата «Кубнинский» хуçалăхсенче вăй хунă, 1995—1999 çулсенче «Ута» колхоз председателĕ пулнă.

Унăн арăмĕ, Елизавета Никитична, Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнчен. Мăшăрĕпе Чăваш ял хуçалăх институтĕн-че пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне паллашнă, 1968 çулта çемье çавăрнă. Кил хуçи арăмĕ пирĕн районти «Победа» совхозра агрономра тăрăшма пуçланă, 1972 çулта Кармалти çыхăну уйрăмĕн ертÿçине куçнă. 1986 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухиччен Вăтаялĕнчи библиотекăра ĕçленĕ. Ку мăшăр та ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă вĕ-сене. Сергей Шупашкарта наци банкĕнче заведующире ĕçлесе пурăнать. Светлана та республикăн тĕп хулинче ВТБ банкра тăрăшать.

Кăçал нарăс уйăхĕнче Черновсем пĕрле пурăнма пуçлани 52 çул çитнине уявларĕç, топаз (хаклă чул) туйĕ пулчĕ мăшăрăн. Юбилейлă туйсен кĕнекинче вĕсем алă пуснисем те хушăнчĕç çапла.

Хăйсен çирĕп, ăшă туйăмĕ-сене нумайранпа упраса пурăнакан районти мăшăрсене саламлатпăр. Çемьесен таса чысне хаклакансенчен çамрăксене ырă тĕслĕх илме сунатпăр.

 

Поделиться:
Распечатать