1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Май 2024 г.
18 июля 2020 г. 10:58

Шырав ушкăнĕ пулчĕ

Ĕçлĕ визитпа пирĕн районта Шупашкарти 31-мĕш номерлĕ шкулăн шырав ушкăнĕ пулчĕ. Д.Потапов вĕренекенпе унăн наставникĕ С.Чернова документсене, Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев сооруженине тунисен асаилĕвĕсене тĕпченĕ.

Шупашкарти вĕрентÿ управленийĕ «Сăр тăрăхĕнчи паттăрлăх страницисем» масштаблă проект пĕтĕмлетĕвĕсене йĕркелеççĕ. Кăçал пуçланнă та вăл тепĕр çулччен тăсăлать, Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăç-лакан О.Николаев указĕпе килĕшÿллĕн 2021 çул Сăр тата Хусан тăрăхĕсен хÿтĕлев сооруженийĕсен çулталăкĕ пулĕ.

«Гермес» шырав отряда район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ăшшăн кĕтсе илнĕ, хăнасене вăхăта усăллă ирттерме суннă.

«Гермес» отряд Тăвайри краеведени халăх музейĕнче пулнă. Унта «Тăван çĕршыв вăрçи вăхăтĕнчи районти хÿтĕлев сооруженийĕ» диорама пур, ăна П.Меркурьев паллă художник ÿкернĕ. Унта хĕрарăмсемпе çамрăксем тата стариксем хÿтĕлев тăрăхне тунине сăнарланă. Тыл ĕçченĕ-сен палăкĕ шутланать Павел Меркурьевич диорами. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Кирилловна Терентьева аса илсе каласа кăтартни хăнасене куççульлентернĕ. Унăн амăшĕ, çие юлнă пулин те, хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте активлăх кăтартнă.

Çакăн хыççăн «Гермес» отряд Тăвайри «Тыл ĕçченĕ-сене» стелăпа паллашнă, районти архиври 1941—1945 çулсенчи документсемпе те интересленнĕ.

Поделиться:
Распечатать