1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
25 июля 2020 г. 13:40

Хампа тăванăмсем çинчен

Хамăн çинчен çырса кăтартассине «Çуралтăм» сăвăран пуçлатăп.

«Çуралтăм ăшă çуркунне.

Ак çупăрлать мана анне.

Хĕвелпеле ялтрать тĕнче,

Вăл савăнать манпа пĕрле...»

Анне манăн юмахсем калама, юрлама-ташлама юрататчĕ. Чăваш улăпĕ çăпатине хывса тасатнă хыççăн пĕчĕк сăртсем пулса юлнă имĕш. Сăнăсене питех те инçете, таçти аякри çĕрсем патне вирхĕн-терме пултарнă, тетчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, çав сăнăсене çÿлелле питех те тĕлĕнсе, ăмсанса пăхаттăм. Сăнă кĕрлесе, вĕçĕ йăлтăр-ялтăр çуталса пыратчĕ. Ăнланма пуçласассăн вăл реактивлă самолет йĕрри иккенне чухларăм. Пĕчĕк ачашăн юмах тĕнчи чăнах та питĕ асамлă, витĕмлĕ тата сăнарлă.

Анне çуралсассăнах амăшĕ вилнĕ. Тепĕр икĕ çултан ашшĕ те çĕре кĕнĕ. Тăлăх-турата Иван Петровичсем пăхса ÿстернĕ. Анчах инке енчен пĕр ăшă сăмах та пулман. Аттен ашшĕ те атте çураличчен пилĕк уйăх маларах вилнĕ.

Анне те, атте те апрельте çуралнă. Вĕсене Кĕрше чиркĕвĕнче пĕр кунта, пĕр хуранта тĕне кĕртнĕ пулнă. Вĕсем çиччĕмĕш класс пĕтерсен вăрçă пуçланнă. Анне Иваново хули патне тепĕр хĕрĕх тăватă хĕрпе, хĕрарăмсемпе пĕрле торф кăларма тухса кайнă. Чулхула патĕнчен Атăл урлă çăпатасемпе пăр çийĕпе утса каçрăмăр тесе каласа паратчĕ. Иваново патĕнче ĕçленĕ чухне нимĕçсем бомбăсем пăрахнине темиçе хутчен те курнă. Окопсем те чавма тивнĕ. Вăхăт иртнĕ май вĕсем патне тыткăна лекнĕ нимĕçсене те ĕçлеме илсе пынă. «Вĕсем хăйсен çемйисем çинчен тĕрлĕрен сăн ÿкерчĕксем кăтартатчĕç», тесе аса илетчĕ. Нимĕçле калаçма та, ăнланма та пултаратчĕ.

Атте хĕрĕх тăваттăмĕш çул вĕçĕнче çара кайнă. «Ÿссе те çитейменччĕ. Выçăллă пурнăçпах унтах ÿсме тиврĕ»,—тесе хурланса каласа паратчĕ. Елабуга патĕнче çар енĕпе курсра пулнă. Стрелок-пулеметчик пулса тăнă. Снайпер пĕлĕвне алла илнĕ. Тĕрлĕ çар хатĕрне фронта турттарнă. Вăрçăран аманса, суранланса килнĕ. 44 кило тăрса юлнă. «Тĕмерте ĕçлекен, хăй ĕçне питех те лайăх пĕлекен Александр Семенович Шилин тухтăр мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ»,—тесе каласа паратчĕ. Вăрçă хыççăн çемье çавăрнă.

Хам астăвасса улăм витнĕ пÿрт ларатчĕ, умра — тайăлнă хапха. Ун чухне пÿрт тăррисем пурин те улăмпа витни пулнă. Ăна ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксем çинче те курма пулать. Мăнкун ун чухне кĕтнĕ чаплă уяв пулнă. Ун чухне çĕнĕ кĕпе-йĕм тăхăнтарнă. Хĕретнĕ çăмартасем çинĕ. Уйрăмах тăхăнмалли тупса илме хĕнĕ пулнă. Райпо лавккине татăк-кĕсĕксем килопа илсе килнĕ. Метрпа пусма пулман. Татăк-кĕсĕксенчен пуçтарса тумтир çĕленĕ. Лавккасенче çемьене икĕ çăкăртан ытла паман. Вăрçă ялсене, хуласене çĕмĕрнĕ. Ялта тракторсем юлманпа пĕрех. Лашасем те сахал юлнă. Вăкăрсемпе, ĕнесемпе сухаланă. Алăпа тырă вырнă. Вăрçă хыççăн майĕпен яла та тĕрлĕрен техника килме пуçларĕ: жаткăсем, тракторсем, бензинпа чупакан машинăсем... Пÿрт тăррине витмелли шиферсем. Пĕчĕк хĕç-тимĕр. Вĕсене пĕрле шаккаса çĕлесе пÿрт тăррине витмелли листасем тăватчĕç.

Сывă, вăйпитти арçынсем сахалччĕ. Нумайăшĕ тĕрлĕрен аманнă. Хăшĕн алли, теприн ури çукчĕ. Анчах та вĕсем пуçа усман. Пÿртсем тунă, ачисене ÿстернĕ. Чÿкçырминчи алсăр Ивана пĕтĕм таврара пĕлнĕ. Вăл хăрах алăллă пулсан та пуртăпа строительсен бригадинче ĕçлетчĕ. Халăх пĕрне пĕри пулăшнă. Нимесем вăйлă пулнă. Пÿрт хăпартма ялĕпе пынă. Выльăхсене кĕтĕве хăваланă хыççăн тÿрех пÿрт хăпартма кайнă. Юманран тунă каликсемпе тукмаксем пурин валли те хатĕр пулнă. Никĕсрен пуçласа кашни ретнех мăк хурса мăкласа пынă. Ĕçне тĕплĕ тума тăрăшнă. Каç енне пÿрте çĕклесе пĕтернĕ. Ĕçкĕпе иртĕхекен пулман. Атте ури ыратнă пулсан та пÿрт тума ăстана çÿренĕ. Чÿрече рамисем тунă. Ялти нумай чÿрече атте туса лартнисем пулнă.

Вăрçăра пулни çинчен кĕскен кала-кала паратчĕç. Эпир, пĕчĕккисем, вĕсем каланине тĕлĕнсе итлесе ларса ĕмĕрлĕхе астуса юлнă...

Аттен аслă пиччĕшĕ, Степан Иванович, икĕ вăрçă витĕр тухнă. Малтан финсемпе çапăçнă. Кайран Гитлер çарĕпе çапăçма тивнĕ. Литвари Шауляй хули çывăхĕнче мина çинче сирпĕннĕ. Нумай çул иртсен экскурсипе вăл таврара пулнă. Ăнсăртран ун ячĕпе лартнă палăка курнă. Ăна вилнĕ тесе шутланă. Чăтаймасăр ларса йĕтĕм тетчĕ. Иккĕмĕш пиччĕшĕ, Александр Иванович, «Тигр» танксемпе çапăçни çинчен хумханса каласа паратчĕ. «Сорока пятка» тупăран перетпĕр, снарядсем пăрçа пек тапайса сирпĕнеççĕ. Пирĕн çынсене пайтах пĕтерчĕ»,—тетчĕ. Хăй те унта вăйлă аманнă. 1969 çулта сывлăхĕ хавшанипе вилнĕ. Тепĕр çултан «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден яла килнĕ ун ячĕпе. Илле Иванччă нимĕçсемпе айăн-çийĕн çапăçнине, чутах тыткăна лекменни çинчен хĕрсе кайса каласа кăтартатчĕ. Разведкăна çÿрени, нимĕç снайперне персе антарни çинчен тĕлĕнмелле каласа паратчĕ. Вилес умĕн кăна ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕ панă. Нимĕнле çăмăллăх та курса юлайман. Хăй тракторпа колхозра ĕçленĕ вăрçă хыççăн.

Анне Ваççа куккине час-часах аса илетчĕ. Вăл çамрăклах вăрçă çулăмне лекнĕ. Нимĕçсен ункинче пулнă. Нимĕçсем юлташне тытса чĕрĕллех унăн тиррине сÿнине курнă. Ункăран тухсан тÿрех штрафбатальона лекнĕ. Турри хĕрхеннĕ, чĕрĕ юлнă. Малалла çапăçнă. «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Йĕпреçри больницăра врач пулса ĕçленĕ. Анчах вăрçă çулĕсенче сывлăхне пĕтернĕ пирки тепĕр виçĕ çултан вилнĕ. Эрне каялла ялта Анатолий Иванович Дмитриевпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл хăйĕн тăванĕ Микула пичче çинчен аса илсе каласа пачĕ. Пĕр çапăçу вăхăтĕнче бомбăсен айне лекнĕ вăл. Çапăçу хыççăн ăна тăпра айĕнчен чавса кăларнă. Вăйлă контузи пулнă, ури аманнă. Сывалма Свердловска янă. Уйăх сывалнă хыççăн каллех фронт еннелле тапраннă. Поезд Канаша çитсессĕн ăна икĕ кун хушши килте пулма ирĕк панă. Килне вăл шăп та лăп çурçĕр тĕлне çитнĕ. Анчах та арăмĕ Хĕреççи алăка уçман. Хăраса: «Эсĕ вилнĕ!»—тенĕ. Вăл Микула вилни çинчен хут илнĕ. Шăпах çак кун вăл вилни хĕрĕх кун çитнине паллă тунă пулнă. Кăна илтсен «Эпĕ чĕрĕ, Хĕреççи!» ятлă сăвă çыртăм. Вăрçă çыннисене нумай сăвă халалларăм.

Пысăк вăрçă тахçанах иртнĕ. Анчах пĕчĕк вăрçăсем тупăнсах тăраççĕ. Венгри, Румыни, Чехословаки, Афган, Чечня, Сири тата ытти çĕршывсенче.

1973 çулта, апрелĕн пиллĕкĕмĕшĕнче, эпир те Александр Егорович Горбунова, çирĕм çулхи каччăна, ĕмĕрлĕхех çухатрăмăр. Чехословакире тепĕр Украина каччипе пĕрле вĕсем ĕмĕрлĕхе пуçне хучĕç. Вăл спорта юрататчĕ. Тăвай шкулĕн чысне хÿтĕлесе çÿллĕшне сикессипе район чемпионĕ те пулнă. Анчах ун çинчен йăлтах маннă. Республикăра «Книга памяти» кăларнă чухне Канашри çар комиссарĕ Тăвай шкулĕнче Саня шкулта вĕренни çинчен справка ыйтрĕ. Анчах та мана справка памарĕç. Ун çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ. «Вилнĕ çынна справка памастпăр»,—терĕç. Урăх итлесшĕн те пулмарĕç. Куççуль тухрĕ. Шкула çар комиссариатĕнчен шăнкăравласан тин кăна питех те кĕтнĕ хута çырса пачĕç.

Манас марччĕ пире хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене. Манас марччĕ вăрçă витĕр тухнă çынсене. Вĕсем çĕршывшăн çапăçнă. Халăхшăн юн тăкнă. Асăннă çынсем çинчен сăвăсем çыртăм. Чун хушнипе, чун ыратнипе.

Тĕрлĕрен шухăшсем пуçа килеççĕ. 199 сăвă пичете хатĕрлерĕм. Мускаври ывăлăм Саша пулăшать. Вăл сайт уçса 90 сăвă интернета кăларчĕ. Тÿрлетмелли нумай. Вĕсене майĕпен тÿрлетсе, якатса пыратпăр. Ку ĕçпе малалла вĕренсе, аталанса пыратăп. Пурнăç çĕнелсех пырать. Эсир панă сĕнÿсене хапăл тусах йышăнатпăр. Сайта уçмалла. Gorbunov.ru Яндекспа мар, ун тăрринчи Yandex.ru çине пусмалла. Пĕр сăввине вуланă хыççăн Вячеслав Горбунов çине пусса урăх сăвăсем çине тухмалла. Хăшĕсене Чăваш наци радионе ярса панă. Районти хаçатра та кун çути курнă. И.Гладков нумай пулăшрĕ. Анчах сăвă пичетлесси те укçасăр мар. Пенси манăн пысăк мар. Спонсорсем кирлĕ.

Сывлăхĕ те çирĕп мар. Чĕрĕк ĕмĕр ытла чуна парса ĕçлесе Тĕмер шкулĕнче ачасене физика вĕрентрĕм. Мана та, мăшăрăма Джульетта Федоровнана та «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ят парса чыс турĕç. Инсульт хыççăн калаçайман эпĕ. Ал-ура итлемен. Халĕ майĕпен ураланатăп. Йывăр ĕçсем тума çук. Аса илÿсем, сăвăсем çырма тăрăшатăп. Çамрăк чухне сăвăсем çыркаланă, анчах вĕсене çынна кăтартман. Кайран вăхăчĕ пулман. Халĕ çав вăхăт çитрĕ пулмалла. Пурне те сывлăх, ăнăçусем сунатăп.

Поделиться:
Распечатать