1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
25 июля 2020 г. 13:41

Президент саламĕ

Тĕмерте пурăнакан ĕç ветеранĕ Петр Андреевич Воробьев — ялти арçынсенчен çулĕ-пе чи асли. Районта нумайăшĕ паллать ăна. Хăй вăхăтĕнче «Победа» хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, республикăра та палăрнă. Пенсие тухсан та тепĕр хут колхоз председателĕ пулма шаннă П.Воробьев вĕрентекене.

Унăн тивĕçлĕ, пархатарлă ĕçне наградăсем те хаклаççĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» тата ытти медальсем илем кÿреççĕ тыл ĕçченĕн кăкăрне. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа та медальпе наградăланăччĕ ăна. Халĕ вара чыслав хучĕ-сем çумне Раççей Президенчĕн юбилей саламĕ те хушăнчĕ.

П.А.Воробьев хресчен çемйинче çуралнă, 9 класс пĕтерсен шкулта вĕренме май килмен. Ашшĕ вăрçăран инвалид пулса таврăннă, амăшĕ вилсе кайнă. Çемьере асли пулнă май колхозра ĕçлеме тивнĕ. Службăра чухне каçхи шкулта вăтам, каярах пединститура истори факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

90 çул тултарнă ятпа Петр Андреевича Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов, унăн çумĕ, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Светлана Ярхунова, АПК ветеранĕ Иван Гурин саламланă. Ачисем Людмилăпа Александр ашшĕпе амăшне хăйсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн ăшшăн тав тунă. «Кил ăшшипе хăтлăхĕ пулса нумай çул ырлăхра, канлĕхре пурăнăр»,—тенĕ вĕсем.

Поделиться:
Распечатать