1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
25 июля 2020 г. 13:42

Тăвай енре — информаци политикин министрĕ

Паян электронлă массăллă информаци хатĕрĕсем вăйлă аталаннă тапхăрта пурăнатпăр. Вырăнти пичет çын пурнăçĕнче яланхи пекех уйрăм вырăн йышăнать. Хаçат районта, республикăра, çĕршывра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлтерет, кăсăклă информацисемпе паллаштарать, обществăри хутшăнусене йĕркелеме пулăшать, пурнăç уттинчен юлмасăр халăхпа туслă çыхăну тытать.

Пирĕн районта вырăнти пичет кăларăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕ-семпе паллашма иртнĕ ытларикун Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов пулчĕ. Малтан вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Ванеркепе тĕл пулчĕ. Унта Людмила Якку тĕп редактор та хутшăннă. "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕ-пе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пĕрле мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç, район хаçатне малалла ямалли çул-йĕре пăхса тухрĕç.

—Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма "Ял ĕçченĕ" чылай пулăшать. Тăвай енпе пĕр çулта, пĕр вăхăталла туса хунă хаçата. Вăл хăйне йĕркеленĕ пирвайхи кунтан пуçласах район пурнăçне, унăн çыннисен ĕç-хĕлне çутатакан тĕкĕр шутланнă, халĕ те çавах юлать. Пичет кăларăмĕсем тăрăх район çĕнелсе пынин историне тĕпчесе палăртма пулать. Кăçал иккĕшĕ те 85 çулхи юбилейне уявларĕç. Малашне те халăх шанăçне тÿрре кăларасса, çĕнĕ шухăшсемпе творчествăлла проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртессе шанатăп,—тенĕ юлашкинчен Владимир Алексеевич.

Михаил Анисимов министр тивĕçлĕ сĕнÿсем панă.

Унтан вăл хаçатçăсемпе калаçу йĕркеленĕ. «Ял ĕçченĕ» хаçат редакци коллективĕн финанспа хуçалăх ĕçĕсен кăтартăвĕсене пĕрле пăхса тухнă, эффективлăрах ĕçлемелли тĕллевсене палăртнă. «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ ĕç планне кашни çулах начар мар пурнăçлани пирки пĕтĕмлетÿсем тунă. Пухăннисем отраслĕн актуаллă ыйтăвĕ-сене, малалла аталантармалли перспективисене те асăннă.

Редакци работникĕсем ка-лаçăва активлă хутшăннă, ыйтусем панă. Вĕсем çине Михаил Анисимов министр тĕплĕ хурав панă.

—Малашне тата пысăкрах, сулмаклăрах ÿсĕмсем сунатăп. Творчество проекчĕсем пурнăçлансах пыччăр, тираж ÿстĕр, вулакансем йышлăланччăр, çăмăл мар ĕçĕрте иксĕл-ми вăй-хал сире, журналистсен вара калемĕ нихăçан та ан мăкалтăр,—çапла вĕçленĕ калаçăва Михаил Владимирович.

Поделиться:
Распечатать