1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
25 июля 2020 г. 13:43

Тăвай ялĕн урамĕ çĕнелет

Асăрханă пулĕ район центрне килекенсем тата унта пурăнакансем Ленин проспектĕнче тата Чапаев урамĕнче утмалли çулсен (тротуар) айккисене чавнине. Икĕ эрне каялла пуçланчĕ çак ĕç. Унтан Тăвайри Ленин проспектĕнчи асфальтлă çулăн пĕр енчи тротуар патĕнче ĕç хатĕрĕсемлĕ çынсем вăй хума тытăнчĕç, хăйăр сарса якатма пуçларĕç.

Иртнĕ кунсенче харсăр арçынсем тимĕр бетон плитасене, растворпа цементласа, çирĕплетрĕç хăш-пĕр вырăнсенче, тротуара асфальт сарса çĕнетме хатĕрлерĕç ĕнтĕ. Ку ĕçе Чапаев урамĕнче те тăваççĕ иккен. Малтан тротуар хĕррисенчи ÿссе кайнă курăксене çулса тасатрĕç, йывăçсене, магазин умĕнчи картасене кăларчĕç.

Çавăн пекех культура çурчĕ умĕнче, аялти Ленин урамĕнчи палăк çывăхĕнче те ăшă кунсен лайăх саманчĕсемпе усă кураççĕ строительсем. Шел, вĕсем хăйсен ячĕсемпе хушамачĕсене асăнма килĕшмерĕç.

—Тăвайĕнче çĕнетÿ ахрăмĕ хуçаланать, тесен те йăнăш мар. Сергей Грабовенко уйрăм предприниматель коллективĕ ырă тĕслĕх кăтартать унта. «Тăвай ялĕнчи Ленин проспекчĕпе Чапаев урамĕнчи тротуарсене тирпей-илем кĕртесси», «Ялти хула хăтлăхĕ», «Халăх пуçарулăхĕ» проектсемпе тимлеççĕ вĕсем. Асфальтлă çулăн пĕр енчи тротуарне туса пĕтерсен, тепĕр енне куçаççĕ. Ку проект хакĕ — 8 миллион та 200 тенкĕлĕх. Çапла вара вăхăт иртнĕçемĕн район центрĕ çĕнелсе улшăннине курса савăнăпăр,—ĕçлĕ лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов.

Поделиться:
Распечатать