1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
31 июля 2020 г. 20:46

Ĕçлĕ визитпа — Тăвай енре

Тăватăмкун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнă май, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» фракци членĕ, çутçанталăк ресурсĕсем, харпăрлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет членĕ Николай Малов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă, район пурнăçĕнчи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿт-се явнă, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăратнă хăш-пĕр ыйтусене депутат контрольне илнĕ.

Депутат муниципалитетсен ертÿçисене тухăçлă ĕçшĕн тав тунă, халăхпа палăртнă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçа кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме сĕннĕ. Вырăнти хăйтытăмлăха аталантарма тÿпе хывнăшăн Тушкил, Мучар, Йăнтăрчă, Тĕмер ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Пĕтĕм Раççейри муниципаллă йĕркеленÿсен Конгресĕн Хисеп грамотисене панă. Тăрмăшри вăтам шкул директорĕ Светлана Николаева, асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева тата централизациленĕ клуб системин директорĕ Арина Алексеева РФ Патшалăх Думин депутачĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке район пурнăçĕпе тата хальхи вăхăтра тăвакан ĕçсем, малашлăх аталану планĕ-сем пирки каласа панă. Унтан Николай Малов районти культура çуртĕнче тĕп юсав тунă çĕрте пулнă, культура çурчĕ умĕнчи лапамри тата Тăвай ялĕнче тротуарсене сарлакалатса лайăхлатас ĕçсем епле пулса пынипе, спорт комплексĕн çуртне юсанипе паллашнă.

Тăрмăш ял тăрăхĕн территорийĕнче Николай Малов шкулти тата ача садĕнчи юсав ĕçĕсемпе интересленнĕ, Ленин ячĕллĕ хуçалăх уйĕнче тĕш тырă культурисене пухса кĕртнине çитсе курнă, районта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă.

Поделиться:
Распечатать