1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
31 июля 2020 г. 20:43

Сергей Артамонов пирĕн районта пулнă

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕн структура подразделенийĕсен тата АПК организацийĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-семпе тĕл пулнă тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе пĕрле республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явнин тата ял хуçалăх отраслĕн ыйтăвĕ-семпе канашлу ирттернĕ. Унта çавăн пекех район пуçлăхĕ Александр Шакин, «Чувашский» учреждени директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Коршунов, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» АОн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов, Чăваш патшалăх агроуниверситечĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăннă.

Канашлăва уçса Владимир Ванерке районăн социаллă пурнăçĕ-пе экономика аталанăвĕн итогĕсемпе тата район экономикин çитес пилĕк çуллăхри задачисемпе тата тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче республикăн комплекслă аталану программине ял хуçалăхне тата ял территорийĕсене аталантарассипе çыхăнтарса пурнăçламалли ыйтусем çинче чарăнса тăнă. «Ĕçсен калăпăшĕ пысăк,—палăртнă министр. — Программа Раççей Федерацийĕн патшалăх программисене кĕрет тата Чăваш Республики 2035 çулччен аталанмалли çул-йĕре палăртать. Программăн ял хуçалăх пайĕн тĕп тĕллевĕ — ял халăхне упраса хăварасси, ялта пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси, республикăра пурăнакансене вырăнти ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси».

Сергей Геннадьевич агропромышленноç комплексне патшалăх пулăшăвĕ памалли енсемпе формăсене уйрăм тимлĕх уйăрнă, аграрисене вĕсемпе хăюллăнрах усă курма чĕнсе каланă, ун пеккисен производство рентабеллĕхĕ те чылай пысăкраххине палăртнă. Районта пурăнакансене бюджет пуçарулăхĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн анлăрах явăçтарма сĕннĕ, çакă ялсен социаллă инфраструктурине аталантармалли нумай ыйтăва татса памалли ăнăçлă инструмент пулса тăнине палăртнă. Кăçалтан вăя кĕнĕ çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программи те ялта ĕçлесе пурăнакансемшĕн пĕлтерĕш- лĕ пулса тăрать, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшать.

Сергей Артамонов пур интереслентерекен ыйту çине те хуравсем панă.

Александр Коршунов çĕрсене из-веçлемелли тата фосфоритламалли ĕçсене йĕркелемелли майсем тата ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли проектсем çинчен ăнлантарса панă. Юрий Степанов «Чăвашçăкăрпродукт» АО ĕçĕпе, çĕнĕ тыррăн хакĕсемпе тата район аграрийĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли условисемпе паллаштарнă.

Андрей Макушев район аграрийĕ-семпе аграрлă университетра ял хуçалăх специалисчĕсем тĕллевлĕ вĕрентсе хатĕрлес ыйтăва сÿтсе явнă. Канашлу Д.Ю.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Валентина Ивановна Кузьмина дояркăна тата «Акконд-агро фирма» АО водительне Валерий Владимирович Соловьева Чăваш Республикин ял хуçалăх Министерствин Хисеп грамотисемпе чысланипе вĕçленнĕ.

Поделиться:
Распечатать