1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
31 июля 2020 г. 20:39

Тинĕс-çар флочĕн кунĕ — Тăрмăшра

Июлĕн 26-мĕшĕнче, Раççей Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче, Тăрмăшра флотра службăра тăракансене, ветерансене, çĕршыва хÿтĕлесе тĕрлĕ вăрçă конфликчĕ- сене хутшăннă моряксене асăнса, чысласа палăк уçма палăртни çинчен хаçатра çырнăччĕ.

Палăк çумне тинĕс чулĕ вырнаçтарнă, чул çине якорь тайăнтарнă. Ăна тума «Турмышское боевое братство» халăх организацине ертсе пыракан харсăр çамрăксемпе ветерансем чылай тăрăшнă. Вĕсем халăхран ирĕклĕ майпа укçа пуçтарнă, палăкне заказпа тутарса вырнаçтарнă. Якорьне Коломна хулинчен илсе килнĕ. «Порт-Коломна» АО генеральнăй директорĕ В.Я.Алексеев чăваш пулни питех те меллĕ пулнă. Вăл тÿлевсĕр икĕ якорь хатĕрлесе Тăрмăшпа Енĕш Нăрваш ялĕсене парнеленĕ. Пуçарăва ĕçе кĕртме район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке пысăк пулăшу панă. Калас пулать, тăрмăшсем хăйсен вăйĕпе маларах Афган вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă воинсене, çавăн пекех десантниксемпе пограничниксене асăнса виçĕ палăк лартнă.

Асăннă кун флотра службăра пулнисен ячĕпе палăк уçма Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсенчен, Мускавран ВМФ ветеранĕсем, Тинĕс-çар пехотинецĕсем сахал мар пуçтарăнчĕç. Вĕсем хушшинче тăватă полковник пулчĕ. Делегацие ертсе пыракансем сăмах тухса каларĕç, палăк тума вăй хунисене, çар службин ветеранĕсене медальсем, грамотăсем парса чысларĕç.

Райадминистраци тата район пуçлăхĕ-сем Владимир Ванеркепе Александр Шакин, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева, Раççейри «Сыны Отечества» обществăлла организацин ертÿçи, çар наукисен докторĕ, профессор, Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Иван Николаев, Тăрмăш ялĕнче çуралнă, халĕ Мускавра пурăнакан запасри полковник Василий Семенов, республикăри Тинĕс-çар пехотинецĕсен обществăлла уйрăмĕн ертÿçи, III ранглă капитан Андрей Семенов, Шупашкарти полици полковникĕ, росгварди пайĕн начальникĕ Сергей Иванов, афган вăрçин ветеранĕсен Канаш хулипе районĕн уйрăмĕн союзне ертсе пыракан Вячеслав Сергеев сăмах каланă май, Тăрмăш ялĕнчи палăксен комплексне пысăк хак пачĕç.

Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç, пухăннисем моряксене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç.

Çакăн хыççăн пухăннисем кÿршĕллĕ Енĕш Нăрваш ялне çакăн пек тепĕр палăк уçма кайрĕç. Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсемшĕн кăна мар, ял халăхĕшĕн те çак мероприятисем пысăк пĕлтерĕш- лĕ уяв пулчĕç.

Поделиться:
Распечатать