1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
4 июля 2020 г. 9:35

Тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ

Чăваш Ен потребительсен кооперацийĕ çĕршыври коопераци юхăмĕпе тачă çыхăннă. Нумай енлĕ ĕç-хĕле малалла аталантарса пынине, ĕмĕрхи йăла-йĕркине тивĕçлипе сыхласа упранине, инновацисене ăнăçлă ĕçе кĕртнине пула чăвашсем Раççей Центросоюзĕн тытă- мĕнче малти ретре тăраççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Ĕç-хĕл отраслĕсене тухăçлă аталантарнăшăн» ăмăртура тăтăшах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ вĕсем.

Районта пурăнакансене «Тăвайри кооператив», «Тăвайри общепит», «Тăвай çăкăрĕ», «Тăвайри коопторг» обществăсем туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ пирĕн кооператорсем. Тăвай енре (пурĕ 250 тăваткал метр лапамлă) 33 суту-илÿ тата 10 апатлану предприятийĕсем ĕçлеççĕ, 14 магазинра туянакансем тавара хăйсем суйлама пултараççĕ.

Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ (Ю.Ильина заведующи), Чÿкçырминчи (И.Гаврилова), Çĕнĕ Пуянкассинчи (И.Журавлева), Кивĕ Пуянкассинчи (О.Семенова) куллен кирлĕ таварсен магазинсен коллективĕсен ĕç-хĕлне ырăпа палăртмалла, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ.

«Тăвайри кооператив» потребобщество сутуçисен харсăрлăхĕпе паллашас тесе куллен кирлĕ таварсен пĕрремĕш номерлĕ магазинне çитрĕм хальхинче. Сакăр сехет вунă минут каялла кăначчĕ пулин те, касса умĕнчи хĕрарăм тавар туянакана çăкăрпа тивĕçтеретчĕ.

—Эпир ирхине çичĕ сехетрех уçатпăр магазина. Автобус çинчен ансанах пирĕн таварсемпе кăсăкланакансем те пур,—тет общество системинче вунă çул ытла суту-илÿ тăвакан Венера Валериевна Михайлова. Эпир калаçнă хушăра тепĕр çын та кĕчĕ магазина. Сăмах май каласан, кунти сутуçăсем район хаçатне вулама та вăхăт тупаççĕ. Акă Венера Михайлова «Ял ĕçченне» тыттарсанах, пушă самант тупса, вулама пуçлать. «Юлашки страницăран пуçлатăп вулама»,—тет.

Коронавирус вăхăтĕнче магазинра маскăпа кăна тивĕçтернине пĕлеççĕ тăвайсем, йĕркене пăхăнаççĕ.

—Пирĕн магазин сентрисем тĕрлĕ япаларан татăк тăмаççĕ. Çынсене куллен кирлĕ тавара тăтăшах суту-илĕве кăларатпăр, лапша-кĕрпе, çăкăр, тăвар, çу тата ытти çителĕклĕ. Канфет изделийĕсемпе ача-пăча таварĕсене ытларах туянаççĕ çынсем,—хăйсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ Алена Ивановна Ларионова заведующи. Суту-илÿ ĕçĕнче 30 çула яхăн тăрăшать вăл, халь коллективри ĕçсене йĕркелесе пырать иккен.

Ольга Михайловна Максимова сутуçă та тавар туянакансемпе кăмăллă калаçать.

Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ магазин ĕçче-нĕсем кăтартусене лайăхлатассишĕн хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Поделиться:
Распечатать