1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 28 Март 2024 г.
15 августа 2020 г. 21:08

Пĕрле вăй хурсан — йывăрлăхсем пулмĕç

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 5 çуллăх комплекслă программине чи кайран сÿтсе явнă ведомствăсенчен пĕри Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтĕлев министерстви пулнă. Ку вăл тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çирĕплетнĕ программăпа ытти сферăсенче — экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, культурăра паян тата çывăх çулсенче пурнăçа кĕртекен ĕçсем пурте юлашкинчен республикăри пурнăç шайне ÿстерме тивĕç. Ĕçĕн çак енне питĕ пысăк пĕлтерĕш парса, августăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин коллегийĕн ларăвне хутшăннă. Унта Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программинчен тухса тăракан задачăсене кăна мар, кăçалхи пĕрремĕш çур çулăн ĕç итогĕсене те сÿтсе явнă.

«Министерство умĕнче тăракан тĕллев — çынсене хăйсен ĕç-хĕлне суйласа илме пулăшасси»,—палăртнă Олег Николаев,—çавăн пекех хăвăрăн ĕçе те конкретлă çынна уйрăмах пулăшу кирлĕ пурнăç тапхăрĕнче туллин пулăшмашкăн министерствăна пăхăнса тăракан пур организацие, обществăлла пĕрлешÿсене явăçтарса тивĕçлĕ йĕркелемелле».

Палăртма кăмăллă, Олег Алексеевич министерство ĕçне халиччен хăнăхман енчен пăхрĕ, унăн тĕллевĕ халăха ĕçпе тивĕçтересси тата социаллă хÿтлĕх парасси кăна мар, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси те, терĕ. Çакна та кăтартса хăварар, Олег Николаев çĕнĕ ĕçĕнчи малтанхи кунсенченех патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ çынсен интересĕ- сене хÿтĕлессине мала хума тытăннă. Çапла, пĕлетпĕр ĕнтĕ, правительствăн пирвайхи ларăвĕсенчен пĕринчех пур енĕпе те хаксем чакнипе (имĕш — авт.) пурăнмалăх укçа-тенкĕ виçине пĕчĕклетме пăхнă постановлени проектне чарса лартнă. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн пăшăрханăвĕ çакăнпа çыхăннă: пурăнмалăх укçа-тенкĕ- не чакарни социаллă тÿлевсене те пĕчĕклетнĕ пу- лĕччĕ. Февраль пуçламăшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн сессине пăхса тухма тăратнă çĕнĕ законопроект вара пурăнмалăх укçа-тенкĕне патшалăх статистикин органĕсен хаксен шайĕ чакнине кăтартса паракан даннăйĕсене пăхмасăр малтанхи виçере хăварма май панă. Олег Никола- евăн çак пуçарăвĕ кăçал начар пурăнакан 107 пин ытла çыннăн социаллă пулăшу шайне упраса хăварма пултарнă.

Ун хыççăн ытти ырă ĕçсем те пулнă, вĕсем çинчен Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Алена Елизарова, коллеги членĕ-сем тата çавăн пекех ларăва хутшăннă хăнасем те тĕплĕн каласа панă.

Палăртмалла, Алена Елизарова Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явнă май хăйĕн сăмахне республикăри демографи лару-тăрăвне тишкернинчен пуçларĕ. «Ачаллă çемьесене çине тăрса пулăшни, вăл шутрах «Демографи» наци проекчĕ шучĕпе те, нумай ачаллă çемьесен йышне хушма май пачĕ»,—терĕ вăл. —Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 14 пин ытла ĕнтĕ — çакă питĕ лайăх! 6 çул хушшинче (2019 — 2024 çулсенче) укçа-тенкĕ уйăрса парасси прогноз тăрăх 30 млрд. тенкĕрен иртмелле».

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿт- се явнă Аслă Экономика Канашĕн унчченхи ларăвĕ-семпе тата канашлусемпе танлаштарсан, республикăн ĕçлев министерствин хальхи анлă коллегийĕ туллин те хĕрÿ калаçнипе, Олег Николаева тав сăмахĕсем каланипе уйрăлса тăчĕ. Ку «феномен» вăрттăнлăхне çак йĕркесен авторне ларăва хутшăннисенчен пĕри уçса пачĕ:

—Эпир, социаллă хÿтĕлев ĕçченĕсем, вырăнсене тухса çынсемпе кашни кун тĕл пулатпăр тата вĕсем мĕнле пурăннине пĕлсе тăратпăр. Тÿрех калатăп: тĕрлĕрен пурăнаççĕ. Шел пулин те, хальлĕхе пурнăçне аран-аран сыпăнтарса пыракансем те пур. Çакă савăнтарать: Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿлĕхĕ йышăннă мерăсене пула кăçалах ун пек çемьесен йышĕ чакса пыма пуçлани сисĕнет. Ку вăл коронавирус эпидемийĕ тапхăрне пăхмасăр та лайăх палăрчĕ. Чи кирли — çынсем малашлăха шанма тытăнчĕç. Эпĕ социаллă хÿтĕлев пайĕнче 20 çул ытла ĕçлетĕп ĕнтĕ, анчах унччен çинсене хальхи пек пысăк виçепе социаллă пулăшу парасса шухăшлама та пултарайман.

Социаллă хÿтĕлев сферинче тăрăшакан çак ĕçчене ăнланма пулать, вĕт правительство юлашки 6 уйăх хушшинче йышăннă мерăсен списокĕ кăна докладра страницăна яхăн пулнă.

2020 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен граждансене паракан социаллă тÿлевсене вăтамран 9,38 процент индексациленĕ; 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасене ятарлă тÿлев пама пуçланă; республикăри амăшĕн капиталĕн калăпăшне ÿстернĕ тата ун шутĕнчен 20 пин тенкине пĕр хутчен укçан илме май туса панă.

Пĕтĕмĕшле илсен социаллă çак пулăшусене 260 пин ытла çемье тивĕçет. Çак тĕллевпе 2 млрд яхăн хушма укçа-тенкĕ уйăрнă.

Чăннипех те, сахал мар тунă, анчах та тĕллевсем тата пысăкрах. Çапла çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн августăн 10-мĕшĕнчен пуçласа республикипех нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесенчен шкула кайма хатĕрленекен кашни ача пуçне 5 пин тенкĕлĕх тÿ-лев илмешкĕн заявленисем йышăнма пуçларĕç. Ку вăл Чăваш Енри çемьесене пулăшмалли халиччен пулман пачах та çĕнĕ форма.

Ку списока тата та тăсма пулать. Тĕслĕхрен, çĕнĕ çултан 5 е ытларах ачаллă çемьесем валли транспорт налукĕпе çыхăннă çăмăллăх вăя кĕрет. Унсăр пуçне çак çемьесенче ачасене уйăхсерен паракан пособисем те ÿсеççĕ.

Чăваш Енре пурăнакансенчен чылайăшĕ социаллă пулăшупа усă курас тесе ку е вăл документа илессишĕн кабинетсем тăрăх нумай çÿремелле тесе кăмăлсăрланни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ÿлĕмрен çакăн пек «бюрократи» пулмĕ. Алена Елизарова каланă тăрăх, граждансене меллĕ пултăр тесе пĕр документпа пулăшу илмелли список анлăлансах пырĕ, çак тĕллевпе граждансене консультацисем пама тата патшалăх пулăшăвĕсем кÿрекен процеса цифровизацилеме колл-центр ĕçне йĕркелесе яма палăртаççĕ.

Патшалăх енчен кÿрекен тепĕр пулăшу вăл — соцконтракт. Ăна социаллă хÿтлĕх органĕсемпе пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен те сахалрах тупăшлă граждансемпе çемьесем хушшинче йĕркелеççĕ. Çак пулăшу механизмĕпе Раççейре пилотлă регион шутланакан Чăваш Енре анлă усă кураççĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме федераци шайĕнчи бюджетран çулсеренех 372 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Социаллă контракт сахал тупăшлă çемьесене финанс тĕлĕшĕнчен самай пулăшса вĕсен тупăшне ÿстерме май парать, çав шутра ĕçе вырнаçтарса тата харпăр хăй ĕçне пуçарса яма та. Укçа-тенкĕпе тÿлевлĕн сывалнă чухне усă курма е вĕренекен ача пур çемьене хушса тÿ-леме те пулать.

Анчах та аслă ÿсĕмри çынсене те пулăшу кирлĕ, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен кăна мар, ăс-хакăлпа психологи енĕпе те. Программăра пысăк задача палăртнă — çывăхри 10 çулта вăтам пурнăç тăршшĕ-не хальхи 72,7 çултан 78 çулччен çитерме палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме республикăра нумай çул активлă пурăнас тытăма аталантармалли мероприятисем пурнăçланаççĕ. Çавна май кăнтăрлахи вăхăтра пулмалли уйрăмсем çинче никĕслесе «Манăн социаллă центр» пĕрлехи брендпа 6 модельлĕ центр туса хума палăртнă. Çак центрсем аслă ÿсĕмри 3 пине яхăн граждана тата инвалида физкультурăпа пултарулăх, юрă-ташă занятийĕ-сене явăçтарĕç, компьютерпа финанс пĕлĕвне парĕç.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет. Суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕнче хăш-пĕр кандидатсем «Вăрçă ачисем» темăпа активлă усă кураççĕ, пĕр вăтанмасăрах хăйсене вĕсен хÿтĕлевçисен шутне кĕртеççĕ. Анчах та Олег Николаева Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пулма çирĕплетнĕ хыççăн кăна йышăннă çак саккуна. Август уйăхĕ пуçланнă тĕле 9643 удостоверени панă, 500 яхăн вăрçă ветеранĕ Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă ятпа 25 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен тивĕçекен тÿлеве илнĕ.

Ларăва хутшăннисен шухăшне ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви çумĕнчи Обществăлла канашăн членĕ, паллă общество деятелĕ Леонид Шимин уççăн пĕлтернĕ: «Программăна пурнăçланă хыççăн пирĕн пурнăç лайăхланасса шанатпăр эпир. Çакăн валли республика ертÿлĕхĕ çине тăрса тăрăшнине пирĕн пурин те хапăл туса йышăнмалла, кашнин харпăр хăй вырăнĕнче кал-кал ĕçлесе пурăнмалла».

(Малалли пулать).

А.КРЯЖИНОВ.

Поделиться:
Распечатать