1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
15 августа 2020 г. 21:00

Ватта сума сăваççĕ

Тăрмăшри Октябрьски урамĕнчи 5-мĕш çуртра Матросовсен çемйинче 4 ăру çыннисем, пурĕ саккăрăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи асли — Мария Емельяновна Соловьева, 1929 çулта çак ялта йышлă çемьере çуралнă. Чи кĕçĕнни, çиччĕмĕш хĕрĕ пулнă. Кăçал вăл 91 çул тултарнă.

«Анне çумра пурри мĕн тери лайăх. Унпа яланах канашласа илетпĕр пысăк ĕçе пуçăнас умĕн, вăл пире ачасене ура çине тăратма пулăшрĕ, халĕ мăнукĕсем унăн ватлăхне хăтлăлатма тăрăшаççĕ, — калаçăва пуçларĕ хĕрĕ Елена Николаевна, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи. — Пурте юратаççĕ асламăшĕ-кукамăшне. Алешăпа Михаил мăнукĕсен ачисем Шупашкарпа Канашран килсен тÿрех ыталаса илеççĕ те: «Эпир сана питĕ юрататпăр»,—теççĕ. —Маринăн виçĕ ачи те куллен унпа юнашар».

Мария Емельяновна мăнаçланать вĕсемпе. Ара, районти, республикăри ачасемпе вĕренекенсен тĕрлĕ конкурсĕ-сене хутшăнса палăраççĕ, Мухтав хучĕ-сене кăтартса ватă çынна хавхалантараççĕ. Вăрçă темине хускатнă çыру ĕçĕсем пурнăçланă чухне вара яланах асламăшĕ-кукамăшĕпе канашлаççĕ. Унăн вара çамрăксене каласа памалли пурах.

Мария Тăрмăшри 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан малалла Енĕш Нăрваша çÿренĕ. Тăххăрмĕшне каймалла чухне вăрçă пуçланнă.

Мария Емельяновнан тăватă пиччĕшĕ вăрçа тухса кайнă. Асли Микула 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Анна инкен виçĕ ачи тăлăха юлнă. Тавах Турра, ытти пиччĕшĕсем — Александр, Григорий, Василий киле тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитнĕ, çемьеленнĕ. Александр Сĕнтĕрвăрринче тĕпленсе пурăннă, район хаçатĕнче ĕçленĕ. Григорий Украинăра юлнă, çар тытăмĕнче вăй хурса полковнике çитнĕ. Василий ялтах тымар янă, колхозра вăй хунă.

—Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче çав тери йывăрччĕ,—аса илет кинеми. —Апат çукран мăянпа эрĕм çăкăрĕ çикеленĕ, çуркунне пылчăк тăрăх крахмал пуçтарнă, кантри татăлса кайнăран çăпата лачакарах юлатчĕ. Йĕкел, кăчкă пухнă, вĕсене авăртса пашалу пĕçерсе çинĕ. Йÿçĕччĕ, паллах, анчах выçлăхра пирĕн-шĕн ку апат та тутлă шутланнă. Элпуç енче хÿтĕлев сооруженийĕсем туни те асрах, Улькка аппа та пĕрлехчĕ. Ирех тăрса каçчен ĕçленĕ.

Мария çамрăклах сысна фермине вырнаçнă та 36 çул унта вăй хунă. Ферма ĕçĕ мĕнле йывăррине каласа кăтартма та çук пулĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ураран резина атă, çирен хура халат кайман. Тăрăшса вăй хунă хĕр хăйне шаннă ĕçре, кунне-çĕрне унтах ирттернĕ. Килти ĕне-качака сĕтне те сысна çурисене илсе кайса çитернĕ. Çавăнпа çурасем чипер çитĕннĕ, ăна пăхаканĕ вара малти вырăнсене тухнă, сăн ÿкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Фермăран тухсан колхозра тата 16 çул вăй хунă вăл.

Лайăх ĕçленĕшĕн Мария Емельяновнана Мускава Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне (ВДНХна) илсе каймалла пулнă. Сыснасем çăвăрламалла тесе тĕп хулана кайма çула тухман вăл. Мускавран вара ун валли те хаклă йышши çи-пуç парса янă.

Аппăшĕ Ольга Емельяновна 1926 çулта çуралнă, вăл та тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухнă. Йĕпреç тăрăхне вăрман касма кайнă, шартлама сивĕре шăнса пăсăлнăран хăлхи ыратнипе чирлеме пуçланă. Улькка аппа патне кÿршĕри Нăрваш Шăхальтен хăтана килнĕ. Якур 7 ача ашшĕ пулнă, унăн пĕрремĕш арăмĕ çиччĕмĕшне çуратнă хыççăн вĕрĕлсе çĕре кĕнĕ. Ачисене хĕрхенсе качча тухма килĕшнĕ ăна Улькка. Хăй те икĕ ача — ывăлпа хĕр — парнеленĕ мăшăрне.

1967 çулта вĕсем ялти çуртне сутса Çĕпĕре — Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск районне кĕрекен Михайловка ялне — куçса кайнă. Паллах, унта та пурнăç çăмăл пулман, çанталăкĕ те урăхла, тăванĕсем те çумра çук. Тепĕр инкек сиксе тухнă, мăшăрĕ Якур чирлесе çĕре кĕнĕ. Улькка аппа ачисене пĕчченех ура çине тăратнă.

«Арман авăртнă çĕрте чылай çул ĕçлерĕм, вăрман касма çÿрерĕм, тайгара кедр мăйăрне пуçтартăм — пĕр ĕçрен те пăрăнмарăм, чуна парса ĕçлерĕм»,—каласа кăтартнă вăл Мария Емельяновнан хĕрне Елена Матросована. Улькка аппа ĕмĕрне Çĕпĕрте ирттернĕ пулсан та ачисемпе чăвашла кăна калаçнă. «Чăваш çĕршывне юратсах вилетĕп, кунта ман чун канлĕх тупаймарĕ»,—тенĕ.

«Пĕлтĕр эпир Кемĕр облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Туслăх кĕперĕ» фольклор фестивальне хутшăнтăмăр. Çавăн чухне Улькка аппа патĕнче хăнара пултăмăр, чуна уçса калаçрăмăр, иртнĕ кун-çула аса илсе йĕтĕмĕр те, култăмăр та. Тепĕр тăватă уйăхран 93 çула çитсе яланлăхах уйрăлса кайрĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Ольга Алексеева (Соловьева),—каласа пачĕ «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи Елена Николаевна Матросова.

Поделиться:
Распечатать