1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
28 августа 2020 г. 19:49

Шкулсем штатлă йĕркепе ĕçлеме хатĕрленеççĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çак вăхăтра яланхи пекех ачасене шкула хатĕрлеççĕ. Çакă, паллах, пăлхануллă та кăштах хумхануллă ĕç. Кăçал вара яланхи ăшталану çумне тата хушма тăрмашу хушăнать: ашшĕ-амăшне ачи-пăчи мĕнле майпа вĕренесси шухăшлаттарать. Занятисем хăнăхнă йăлапа шкулта иртеççĕ-и е каллех «дистанционка» çине куçĕç? Çак тата ытти ыйтусене эпир Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрне Сергей Яковлева патăмăр.

—Сергей Петрович иртнĕ вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче пандемие пула шкул ачисене вĕрентессине дистанци мелне куçарма тивнĕрен чылай ашшĕ-амăшĕ лайăх ăнланчĕ: çак мел вĕсенчен пысăк тимлĕх ыйтать. Çавăнпа та вĕсене кăçал та вĕренĕве çак форматпа малалла тăсасси шиклентерет. Ашшĕ-амăшне вĕренекен ăслăлăх грантне шкултах, опытлă педагогсем вĕрентнипе алла илни меллĕ. Çав вăхăтрах шкулта апат та çитереççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче мĕн кĕтет пире: классенчи уроксем е тата урăххи?

—Ачисене шкула яма хатĕрленекен ашшĕ-амăшне савăнтарма васкатăп, сентябрĕн 1-мĕшĕ йăлана кĕнĕ майпа иртет. Пĕтĕм вĕренÿ тытăмĕнче çак кун уяв, кăçал та çавăн пекех юлмалла. Çапах та праçник Роспотребнадзор палăртнă çĕршыври хăш-пĕр чарусемпе требованисене пăхăнса иртмелле.

—Уроксем мĕнле иртеççĕ? Роспотребнадзор хушăвĕсем ку енĕпе самаях çирĕп?

—Çапла. Пирĕн Роспотребнадзор хушăвĕсене çирĕп те тĕплĕн пурнăçламалла. Ир термометр тĕрĕслевĕнчен пуçланмалла: кашни вĕренекенĕн ÿт температурине виçĕç. Енчен те камăн та пулин температура пысăк пулсан, вăл шкулта пулассине пайăррăн пăхса тухаççĕ. Унтан кашни ача алăсене тасатать. Ун хыççăн кăна ача класа каять. Кабинет тытăмĕ пăрахăçланать. Кашни класа пĕр кабинет çирĕплетсе параççĕ. Унта мĕнпур урок иртет. Паллах, физкультура тата лаборатори ĕçĕсем пурнăçлама ятарлă оборудовани кирлĕ, физика, хими, паллах, ĕç тата технологи урокĕсемсĕр пуçне. Мĕнпур пÿлĕмсене сывлăш рециркуляторĕсем вырнаçтараççĕ. Тăхтав вăхăчĕсем те кашни класшăн палăртнă вăхăтра иртĕç. Апат вăхăчĕ те çаплах — столовăйĕнче ачасем ушкăнпа пухăнассинчен пăрăнмалла. Çак ыйтăва эпир халĕ шкул ертÿçисемпе тишкеретпĕр. Хальлĕхе утренниксем, шкул пухăвĕсем, ытти массăллă мероприятисем ирттерместпĕр. Хамăрăн ачасен сывлăхне тивĕçлипе хăрушсăрлатмалла.

—Социаллă сетьсенче хĕрÿ сÿт- се явнине тишкерес пулсан, ашшĕ-амăшне Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем пăшăрхантараççĕ. Чылайăшĕ ачисем çав ĕçсене тивĕçлипе çыраймасран шикленет, пĕрремĕшĕнчен, каникул вăхăтĕнче хăш-пĕр япаласене маннă, иккĕмĕшĕнчен, виçĕ уйăх «дистанци» мелĕпе вĕренни те кăтарту çине палăрать-тăр.

—Ашшĕ-амăшне лăплантарас килет, хам та саккăрмĕш класс хĕр ачин ашшĕ, вăл тĕрĕслев ĕçĕсем çырать, тĕрĕслев ĕçĕсем шкул ачисен пĕтĕмлетÿ паллине лартăнмаççĕ. Çак процедура шăпах пирĕн ачасен пĕлĕвне тĕрĕс палăртма, программăна мĕнле алла илнине пĕлме, каярахпа малаллахи вĕренÿ тытăмне палăртма кирлĕ. Кунтах вĕренекенсем хăш енĕпе тивĕçлĕ пĕлÿ илейменни, хăш методикăна çĕнетмелли курăнать. Енчен те вĕренекенсене паллăна ÿстерсе паракан шкулсем тупăнсан, ĕçе тĕрĕс хаклама май парать.

—Ачасем шкулти уроксемшĕн анчах мар, тĕрлĕ кружоксемпе секцисемшĕн, музыка тата художество занятийĕсемшĕн тунсăхласа çитнĕ. Хушма вĕрентÿ тата «Кванториумсем» пирки мĕн каланă пулăттăр?

—Пирĕн республикăри ачасен 73 проценчĕ пĕлĕвне хушма вĕренÿ занятийĕсенче анлăлатать. Çак занятисене аталантарсах пынă май тепĕр пилĕк çултан хушма вĕрентĕве ачасен 80 процентне явăçтарма палăртатпăр. Çапах та ку енĕпе хальлĕхе тăхтама тивет. Чăваш Енре пандемие пула палăртнă чарусене сирес иккĕмĕш тапхăр пырать. Занятисене куçăмлă майпа ирттернине нимĕн те çитмест, анчах та вĕсене хальлĕхе дистанци мелĕпе йĕркелеме тивет.

«Кванториумсем» пирки çакна калама пулать. Ку çул эпир мобильлĕ «Кванториум» уçатпăр. Халĕ республика районĕсене пысăк технологисем илсе çитерме май паракан куçса çÿрекен комплекс илнĕ. Вăл Улатăрта, Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче ĕçлĕ. Çулталăка 3 пин ачана хутăштарма палăртатпăр çак занятисене. IT-клубсем уçас ĕçе малаллах тăснă май кăçал ăна Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн никĕсĕ çинче уçма палăртатпăр. Эппин хушма вĕрентÿ те тимлĕхсĕр юлмĕ.

—Республикăра сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çулсерен çĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕсем уçасси йăлара. Кăçал ку енĕпе мĕнле лару-тăру?

—Çак ырă йăла малаллах тăсăлать. Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта республикăри чи пысăк шкул (1600 вырăнлăх) уçăлать. Çавăн пекех Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче хута кайнă 165 ача вырнаçмалăх шкул алăкĕсене уçĕ. Çĕнĕ шкулсем «Вĕренÿ» наци проекчĕ пулăшнипе хута кайса пыраççĕ. Унсăр пуçне ялсенчи тата пысăках мар хуласенчи чылай шкулта 42 «Ÿсĕм пуçламăшĕ» цифра тата гуманитари профилĕ-сен центрĕ ĕçлесе каймалла.

Шкулсене юсас ыйту та пысăк тимлĕхре. Кăçал районсемпе хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕп-летме, чÿречесене улăштарма тата тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçлама республика бюджетĕнчен 532,8 миллион тенкĕ уйăрнă.

—Вĕренÿ ĕçĕнче учитель тÿпи пысăк. Пысăк квалификациллĕ вĕрентекенсем хакра. Çĕршыври шкулсенче учительсем çитменни пирки калаçаççĕ. Ку енĕпе пирĕн республикăра мĕнлерех лару-тăру?

—Шкулсенче вĕрентекенсем çитмеççĕ, çакна эпир йышăнатпăр. Телее, педагогсене хатĕрлекен аслă шкулсене вĕренÿ министерствине пăхса тăма шаннă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе пĕрле эпир абитуриентсене тĕллевлĕ йышăнас енĕпе пĕрлехи ĕç пурнăçлатпăр. Иртнĕ çул тĕллевлĕ вĕренме йышăннă 32 студент тепĕр 3 çултан республикăри тĕрлĕ шкула ĕçлеме кайĕ. Çĕнĕ семестрта асăннă аслă шкул çак тĕллевпе куçăмлă тата куçăмсăр майпа 123 студента вĕренме йышăнма хатĕрленет.

Унсăр пуçне, кăçал «Земство вĕрентекенĕ» программа ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн Çĕмĕр-лери шкулсене 2 специалист – физика тата акăлчан чĕлхин, Муркаш районĕнчи шкулсене ют чĕлхесен 2 учителĕ килеççĕ. Тепĕр çул министерство пире нумайрах квота уйăрма шантарать. Çавна май шкулсенче вĕрентекенсем çитменнипе çыхăннă чăрмавсене пĕтерме май пулĕ.

Сăмах май, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен класс ертÿçисене федераци бюджетĕнчен уйăхсерен 5-шер пин тенкĕ тÿлеме тытăнĕç. Çав вăхăтрах учительсене тивекен муниципалитет тата республика шайĕнчи пулăшусем те вăйра юлĕç.

Поделиться:
Распечатать