Мария Антоновна Птицына 1938 çулта Элĕк районĕнче çуралнă. Кÿршĕри Геннадийпе пĕрлешсе тăватă ача çитĕнтерчĕç. Гена пичче купăспа, балалайкăпа чаплă калатчĕ, арăмĕ Мария кĕвĕ çеммипе хитре юрласа ташлатчĕ. Вăл шкулта техничкăра нумай çул ĕçлерĕ. Культурăллă уявсенчен юлман, хорта та, пĕччен те юрланă, районти ял тăрăхĕсене çитнĕ концертсемпе. Акатуйра та куракансене савăнтарнă. Шел, пи- рĕнтен 66 çултах уйрăлчĕ. Сăнĕ ялан умра.
Зоя Петровна Храмова (Иванова) пирки те ăшă сăмахсене калатăп. Сергейпа Юрий ывăлĕ- сем ăста ал-ураллă. Сергей ял тулашне бригадир пулса ĕçе çÿрет, Юрий машина чуптарать, таварсем турттарать. Халĕ Зоя Петровна Роза кинĕпе, икĕ мăнукĕпе йăпанса пурăнать. Ял-йыш хастарсем пирки ăшшăн аса илет. Колхозри, кил хуçалăхри ĕçсене туса пĕтерсен те канман вĕсем, ялти нумай мероприятие хутшăннă.