1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 23 Сентябрь 2020 г.
9 августа 2020 г. 10:24

Икĕ çурт тăваççĕ

Тăвай ялĕнчи юсавпа техника предприяти территорийĕн-чи кивĕ садик çывăхĕнче шăплăх хускалчĕ çу уйăхĕнче. Йывăçсене касса тымарĕсене пĕр çĕре купалатчĕç, ытти хуралтăсен строительство материалĕсене тасататчĕç, ĕçлекенсен аллисем вылянса кăна тăратчĕç.

—Пире мĕн çĕннипе савăн-тарасшăн-ха?—интересленнĕч- чĕ ун чухне.

—Хăпартма пуçласан куратăр,—пулнăччĕ хурав.

Кăшт вăхăт иртсен никĕссене хатĕрлерĕç те харсăр строительсем.

Пĕр-икĕ эрнерен пĕр хутлă çурт хăпартса лартрĕç вĕсем. Тепĕртакран юнашарри те çынсене хăйĕн илемĕпе килентерме пуçларĕ.

Тăррисене тăвассине те нумая ямарĕ ку коллектив. Питĕ шăрăх кунсенче ирхине 5—6 сехетсенеллех ĕçе пуçăнатчĕç. Хĕвел хăйĕн ăшшипе хытăрах вĕтелеме пуçличчен хăйсен тĕллевĕ-сене ытларах туса ĕлкĕ-ресшĕн ĕнтĕ çуртсен тăррине ăсталакансем. Кирпĕч хума та, тимĕр çапма та ăста иккен хайхискерсем.

Канашри «СтройСантех» тулли мар яваплăхлă общество коллективĕн ушкă- нĕ шаннă ĕçе пахалăхлă пурнăçланинчен, тĕллеве кĕске срокра вĕçленинчен ырăраххи çуккине аван пĕлет, кашни самантпа пĕлсе усă курать. Строитель кунĕ умĕн çывăхрах паллашрăмăр вĕсен ĕçĕпе. Икĕ çуртăн тăррине витсе пĕтернĕччĕ, объектсене шыв, канализаци системисем кĕртме канавне чавса хунăччĕ. Строительсем халь шалта тăрмашатчĕç. Василий Данилов, Сергей Степанов, Александр Александров, Андрей Иванов, Иван Яковлев çăмăл мар ĕçне юратса пурнăçлатчĕç, лару-тăрăва Артем Владимиров бригадир йĕркелесе тăратчĕ.

Поделиться:
Распечатать