1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
9 августа 2020 г. 10:24

Тепĕр паллă пулăмпа асра юлĕ

Сывлăш десант çарĕсен кунĕ (ВДВ) Тăрмăш ялĕнче тепĕр паллă самантпа асра юлĕ. Эрне каялла кăна-ха кунта Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнисен ячĕпе палăк уçнăччĕ.

Августăн 2-мĕшĕнче ялти Мухтав монуменчĕ умĕнче ВДВн 90-мĕш уявне халалласа митинг пулчĕ, çавăн пекех десантник-гвардеецсен ячĕпе халăх укçи-тенкипе пухса лартнă палăка уçрĕç. Таврари ялсенчен, районсенчен, ытти çĕртен сумлă хăнасем хутшăнчĕç мероприятие. Вăхăтсăр пуç хунисене аса илчĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем-ветерансем хăйсен тивĕçне малалла та чыслăн пурнăçланине палăртрĕ. «Паянхи çамрăксем çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса ÿсчĕр тесе йăлтах тăваççĕ вĕсем. Вячеслав Сидоров, Михаил Матросов, Евгений Павлов, Петр Егоров, Эдуард Буинцев тата ытти хастарсем хăйсен пуçарăвĕсемпе яш-кĕрĕмшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ»,— терĕ Вероника Васильевна.

Уява çавăн пекех район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, сывлăш десант çарĕсен ветеранĕ, гварди полковникĕ Эдуард Смирнов, Канашри ДОСААФ автошку-лăн начальникĕ, Раççей десантникĕ-сен Союзĕн Канашри уйрăмĕн председателĕ Валерий Анисимов, «Сыны Отечества» организаци членĕ, запасри полковник Василий Семенов, районти тата Канаш хулинчи ветеран-десантниксем хутшăннă, сăмах тухса каларĕç. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пуçарса пурнăçа кĕртекенсем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç.

ВДВ юхăмĕн ветеранĕсене Эдуард Буинцева, Михаил Матросова, Владимир Иванова, Петр Данилова, Сергей Федорова çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн Хисеп грамотисемпе тата «90 лет воздушно-десантным войскам» медальсемпе чысларĕç. Сăмах май, Эдуард Юрьевичăн икĕ шăллĕн те, хăйĕн те служба тивĕçĕ сывлăш-десант çарĕпе çыхăннă.

Кире пуканĕ çĕклессипе, турник çинче туртăнассипе ăмăртусенче Э.Буинцевпа В.Иванова çитекенни пулмарĕ. Ялти клубри спортзалра вара волейболла выляса тупăшрĕç. Шупашкарти «Хавас» ушкăн илемлĕ юрăсем парнелерĕ уява килнисене.

Поделиться:
Распечатать