1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
9 августа 2020 г. 10:20

Яланах асра эсир, юратнă вĕрентекен!

Шкулпа çыхăннă телейлĕ самантсем, пире тарăн пĕлÿ парассишĕн чун хĕлхемне панă, ачалăхри малашлăх ĕмĕтсене пурнăçлама пулăшнă вĕрентекенсем нихăçан та манăçмаççĕ. Çавăнпах шкулпа сывпуллашсан та юратнă пĕлÿ çурчĕ ĕмĕрех аса килет. Чи çывăх учительсем çинчен юлташсене, ачасемпе мăнуксене каласа паратăн. Çакăн пек каларăш та пур: çыравçă хăйĕн произведенийĕсенче, ăста художник хăйĕн картинисенче, скульптор хăйĕн ĕçĕсенче пурăнать. Лайăх учитель вара çынсен астăвăмĕсенче, вĕсен ырă ĕçĕсенче тарăн йĕр хăварать.

Çавна май 1965-1967 çулсенче Тăвай шкулĕнче вĕреннĕ Кивĕ Пуянкассинчи Федор Кондратьев хăйсен класс руководительне Ольга Шишована халалланă сăвă йĕркисем аса килчĕç.

«Эпир хĕре сирĕн ята парсаччĕ,

Вăл - Ольга Федоровна кĕçĕнни.

Саламласа сире сĕнсе хăй ячĕ

Сунать чи лайăххи, пĕрлех - çĕнни».

1968 -1969 вĕренÿ çулĕ пи- рĕншĕн, таврари тĕрлĕ ялсенчен пухăннă яшсемпе хĕрсемшĕн, юлашки пулчĕ. Ольга Шишова пире математика предметне вĕрентетчĕ. Хĕрÿ чĕреллĕ, илĕртÿллĕ, ăшă кăмăллă... Вăл урок ăнлантарнă чух та темĕнле асамлă вăй тапса тăнине туяттăмăр унра. Хăйĕн предметне чунтан парăннăччĕ ĕнтĕ. Пирĕн класри 30 ачаран 20-шĕ ытла аттестат илнĕ хыççăн аслă шкулсен студенчĕсем пулса тăчĕç. Экзаменсенче математика паракансем вара пурте лайăх пĕлÿ кăтартнă. Çакăнта, паллах, О.Ф.Шишован тÿпи çав тери пысăк, сулмаклă. Каярахпа хамăр вĕрентекене «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панине пĕлсен пурте савăнтăмăр.

Унăн вĕренекенĕсенчен те хăшĕсем унăн çулĕпе кайнă. Тăвай шкулĕнче нумай çул математика учителĕнче ĕçленĕ Мария Егоровна Николаева, вăл та çак хисеплĕ ята тивĕçнĕскер, Ольга Федоровнан пĕрремĕш вĕренекенĕ-сенчен пĕри пулнă. Зинаида Ивановна Анисимована ?Дмитриева% та районта нумайăшĕ пĕлет. Унăн хĕрне Наташăна та вăл вĕрентнĕ. Светлана Соколова, Валентина Удалова, Владимир Козлов та ун патĕнче вĕреннĕ. Халĕ Америкăра пурăнакан Михаил Сафоновпа Александр Филиппов ?Кĕршепе Мучартан% профессорсене ырăпа аса илчĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Астăватпăр-ха, Михаил çĕршыв шайĕнче математиксен олимпиадинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Мĕнех, савăнмалăх, мухтанмалăх пур ĕнтĕ.

Эпир шкулпа сывпуллашнăранпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ. Ăна кашни тĕлпулăвах йыхравлатпăр. Пирĕнпе пулма яланах хавас вăл. Кашнин пурнăçĕпех интересленет, канашсем парать. Халĕ сывлăхĕ хавшанă вăхăтра та шăнкăравлама манмасть. Мăшăрĕ те сывах мар, выртса тăрать, кулленхи тимлĕх кирлĕ. Ольга Федоровна пуçне усмасть. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăнать пирĕн вĕрентекен. 80 çулхи юбилей ячĕпе çепĕç кăмăл-туйăмсенчен саламласа çĕр çинчи мĕнпур ырлăха сунатпăр сире. Хăвăр вĕрентнĕ ачасен тав сăмахĕсем вăй-хал кÿччĕр, пурнăçăра ăшăрах, çутăрах, лăпкăрах туччăр.

Поделиться:
Распечатать