1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
11 сентября 2020 г. 20:04

Айтăр-ха, пĕрле пулар!

Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине хатĕр-лесе пĕтернĕ кăна, ăна масштаблăн пурнăçлассипе ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ. Ытларах та, программăн хăш-пĕр положенийĕсене пурнăçа кĕртесси унăн проектне сÿтсе явнă тапхăртах пурнăçланса пычĕ.

Республикăна вăхăтлăх ертсе пыма Олег Николаева шаннă хыççăн хăйне евĕр лару-тăру пулса тăчĕ. Çакă республикăри политика лару-тăрăвне те лайăх витĕм кÿчĕ: аталану программине сÿтсе явассине тата «Вместе Пĕрле» проекта пурнăçа кĕртессине пĕтĕм халăх хутшăнчĕ.

Сахалăшĕ пĕлет, çакăн малтанхи тĕллевĕ пандеми вăхăтĕн-че çĕр-çĕр волонтерпа ырă ĕçсем тăвакансене пĕрлештерсе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ пин-пин çынна пулăшу парасси пулнă.

Проекта пурнăçланă майăн, ĕçсен анлăшĕ самаях пысăкланнă, вăл çын хуйхи-суйхине туйма, сирме пĕлекен пĕтĕм чăваш халăхĕн бренчĕ пулса тăчĕ. Иккĕленме кирлĕ мар, пандеми иртнĕ хыççăн та «Вместе Пĕрле» манăçа юлмĕ.

2021 çула Олег Николаев Сăр рубежĕпе Хусан оборона хÿтлĕх рубежĕсене тунă çĕрте тăрăшнисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Çакă ăнсăртран мар. Çитес çул сыхлăх линийĕсене тума пуçланăранпа шăп та лăп 80 çул çитет. Олег Николаевăн çак пуçарăвне хаклама та йывăр. Тĕрĕссипе, кун пек йышăну тăвасси хаяр хĕл кунĕсенче кĕске срокра правительство палăртнине срокчен пурнăçласа, унта тăрăшнисен ĕç паттăрлăхĕн астăвăмне ĕмĕр упраса хăвармалла тăвасси. Ку çеç те мар. «Вместе Пĕрле» пекех çак проект та обществăшăн сывă вăйсене пĕтĕçтерекен вăй-хăват пулса тăрать.

Çĕнĕрен йĕркеленнĕ ертÿ-лĕхĕн командишĕн пандеми тапхăрĕ чир-чĕрпе кĕрешес ĕçре яваплă тапхăр пулса тăчĕ. Чăваш республики тĕрлĕ объективлă сăлтавсене, тĕпрен илсен, ĕç вăйĕ пĕрмаях куçса çÿренине пула вирус чирĕ ытларах сарăлас хăрушлăха лекрĕ, çавна май экономика та хавшарĕ, граждансен социаллă пурнăç шайĕ те чакрĕ. Телее, халăхăн тупăш шайĕ пĕчĕкленессине чакарма май килчĕ. Вăрттăнлăхĕ питех те ансат — Олег Николаева Чăваш Енри 8 промышленность предприятине федерацин система йĕркелекен тытăма кĕртме май килчĕ. Çакă вĕсене коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра та ĕçлеме май пачĕ.

Хăшпĕрисем Олег Николаевăн аталану программине шанмасăртарах тăни те вăрттăнлăх мар. Вĕсене ăнланма пулать, халиччен республика умне çакăн пек пысăк задачăсем пĕрре те лартманччĕ-ха. Чи кирли тата — программăна хатĕрлекенсем иккĕленмелĕх вăхăт та хăварман. Кашни кун, кашни минут хаклă пулнă. Чи малтанах çакна, паллах, проект пуçаруçи, Чăваш Ене чи ăнăçлă аталанса пыракан регионсен йышне кĕртме ăнтăлакан Олег Николаев хăй ăнланать. Вăл хăй кăна пĕлекен ĕç майĕсемпе усă курса программăна хăвăртрах пурнăçа кĕртме тăрăшать. Çакна август-сентябрь уйăхĕсенче Чăваш Ене федерацин министрĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе кайни те çирĕплетет. Вĕсемпе иртнĕ ĕçлĕ тĕлпулусенче программăра палăртнă чылай ыйтăва татса пама май килнĕ. Сăмах кунта чи малтанах республика аталанăвĕшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырать. Çапла, Раççей Экономика аталанăвĕн министерствипе пĕрле Чăваш Ене 90 ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртме (50 млрд тенке яхăн суммăлăх) пулăшу кÿрес ыйтăва татса пама май килнĕ. Малашлăхра Раççей индустрийĕн флагманне — «Промтрактора» çĕклес ыйту тăрать. Ун валли 10 млрд тенкĕ инвестици уйăрма палăртаççĕ. Çавна май пысăк ĕç укçиллĕ 500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килĕ. Анчах чи пĕлтерĕшли кунта — завод çĕнĕ продукци кăларма пуçлĕ. Ку таранччен кăлараканнисемпе пĕрле Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те туянма хатĕр модельсем те хушăнĕç.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче ВКС мелĕпе Владимир Путинпа Олег Николаев хушшинчи калаçу та чылай калаçтарчĕ. Раççей Президенчĕ Чăваш Енре пулса иртекен пулăмсене лайăх пĕлни палăрчĕ. Вăл республика Правительстви çине тăрса тăрăшнине çÿллĕ хак пачĕ, наци проекчĕсемпе программăсене пурнăçлама пулăшу пама шантарчĕ.

Инвестици проекчĕсене сÿт-се явнă май, малта пыракан социаллă-экономикăллă аталану территорисем (ТОСЭР) çинчен те нумай калаçнă. Малтанхи пекех ĕç-пуç калаçнипе кăна вĕçленмен. Тĕслĕхрен, кăçалхи çулла, акă, «Канаш» малта пыракан социаллă-экономикăллă аталану территорире вырăнти элеватора реконструкцилемелли ĕçсем пуçланнă. Кунта çывăхри 5-7 çулсенче çакăн пек предприятисен шутне 17 таранччен çитерме палăртаççĕ. Вĕсем валли инфраструктурăна лайăхлатаççĕ, çак кунсенче промышленноç площадкисене тивĕçтерекен çĕнĕ газ пăрăхĕ хута янă. Çĕнĕ Шупашкарта та ТОСЭР хута ярас процеса пуçарса янă, кĕçех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче тата Çĕрпÿ районĕнче технопарксен, Патăрьел районĕнче агропромпарк тата ытти объектсен строительстви пуçланă.

Экономика хăватне ÿстерекен тата пандеми вăхăтĕнче чи сахал сиен тÿснĕ АПК аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикăн агропромышленноç комплексне кÿрекен патшалăх пулăшăвне ÿстерсе пани те Чăваш аграрийĕсемшĕн пысăк тĕрев пулчĕ. Çапла, 2020 çулта вĕсем 2 миллиард та 600 миллион тенкĕ илĕç, ку вара çулталăк каяллахипе танлаштарсан 14 процент ытларах. Республикăра ĕçлеттерсе янă тата активлă усă куракан çăмăллăхсемпе субсидисен тытăмĕ ял хуçалăх техникине туянассине çуррине яхăн ÿстерме май пачĕ. Республика паракан субсидисем техникăна илнĕ укçа-тенкĕн 40 процентне саплаштарма май параççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енри ял хуçалăх продукцине туса илекенсем валли çăмăллăхлă лизингпа усă курма «Росагролизинг» акционерлă обществăпа килĕшÿ тунă. Çак килĕшĕве кура техникăпа тивĕçтермелли заявкăсен калăпăшĕ 588 миллионран та иртнĕ.

Чăваш Енри ялсенче пурăнакансем паян çапла калаççĕ: «Республика Правительстви тинех аса илчĕ пирĕн çинчен! Халĕ шанчăк çуралчĕ. Пирĕн чăваш ялĕ пĕтмест». Пурнăç çине оптимистла пăхма сăлтав пур, пур-ха вĕсен! Правительство сăвакан ĕнесем тытакансене укçа панишĕн хĕпĕртесе пĕтереймерĕç — тепĕр савăнăçлă хыпар та çитрĕ, Чăваш Республикин автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа кашни яла хăтлăх кĕртме тата чи çивĕч ыйтусене татса пама 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Хула çыннисем валли те савăнмалли сăлтав пур, хуласемпе район центрĕсене укçа-тенкĕ ытларах тивĕçнĕ — халăх йышне кура. Унсăр пуçне «Чăваш ял хуçалăх ипотеки» хăйне евĕрлĕ проект ĕçлесе кайнă. Унпа усă курса граждансен нумай категорийĕ ялта çурт-йĕр хăпартма 0,1—2 процентлă çăмăллăхлă кредит илме пултарать. Çак пулăшупа граждансем активлă усă курма пуçланă та ĕнтĕ.

Паллах, тĕллевсем темĕнле пысăк пулсан та чи малтанах çын çинчен манмалла мар. Пур программăсемпе проектсен тĕллевĕ шăпах этем ăнăçлăхне ÿстересси. Чăваш Енре пурăнакан кашни çын патшалăх кÿрекен пулăшăва хăй çинче туйма пултартăр, çакă тĕп вырăнта. Пулăшу кÿме тытăннă та. Çапла социаллă контрактсем хатĕрлессипе ĕç пур вăйпа пырать те. Социаллă контрактсем урлă патшалăх укçа-тенкĕ енĕпе тÿрремĕнех пулăшу кÿме пултарать, çавăн пекех пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ граждансене ĕçе вырнаçтарассипе, хăйсен ĕçне пуçарса яма та пулăшайрать.

Регионти амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕ-не çитнĕ. Çак суммăран 20 пин тенкине алла укçан илме май пур. Çавăн пекех 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасене уйăхсерен паракан укçа-тенкĕ те çемье бюджечĕшĕн курăмлă.

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем те Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 25-шер пин тенкĕне тивĕçнине манмалла мар. Чăннипех те сахал мар ĕç тунă. Кăштах асăрханса савăнмалăх сăлтав пурах. Мĕншĕн асăрханса тетĕр-и? Енчен те эпир пурте пĕрле пĕр чăмăра пуçтарăнмасан, «Пĕрле» пулмасан пирвайхи калчасем шанма пултараççĕ. Хамăрăн паянхи шăпа — пирĕн алăра.

А.КРЯЖИНОВ.

Поделиться:
Распечатать