1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
11 сентября 2020 г. 20:00

Асăну хăми уçнă

«Кунта Тăван çĕршыв Аслă вăрçин участникĕ, Тăван çĕршыв вăрçин II степень орден, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Хастар ĕçшĕн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медальсен кавалерĕ, Чăваш Ен ШĔМ пушар хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ, шалти ĕçсен службин подполковникĕ Иванов Григорий Иванович (07.07.1927—16.12.2019) çуралнă тата пурăннă»,—тесе çырнă Асăну хăмине уçрĕç нумаях пулмасть. Ăна Улянкăри Григорий Иванович Иванов çурчĕ çине çакрĕç.

Астăвăмпа Мухтав çулталăкне, Аслă Çĕнтерÿ — 75 çул тата Чăваш автономийĕ — 100 çул, пирĕн район 85 çул тултарнине халалланă ку пулăма.

Григорий Иванович Иванова Хĕрлĕ Çара 1944 çулхи ноябрьте илнĕ. Рядовой пулнă. 1945 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнчи 7 артиллери полкĕнче Японие хирĕç çапăçнă. Медальсемпе наградăланă ентеше. СССР Тĕп командующин грамотине панă паттăрлăх кăтартнăшăн. Лейтенант званипе Хĕрлĕ Çартан 1955 çулта тухнă, мирлĕ пурнăçра райĕçтăвкомăн кадрсемпе ĕçлекен пайĕн заведующийĕнче, 1967—1984 çулсенче патшалăх пушар хуралĕн начальникĕнче тăрăшнă. Аслă Çĕнтерÿ 55 çул тултарнă (2000) чухне Григорий Ивановича подполковник звани панă.

Асăну хăмине уçнă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Раççейри МЧС-н ЧР Тĕп управленийĕн кризислă лару-тăру пай Центрĕн начальникĕ А.Круглов, пушар хуралĕн ветеранĕ В.Нягин, районти надзор ĕçĕн пай сотрудникĕсем, Григорий Ивановичăн тăванĕсем хутшăннă. Юлашкинчен Асăну хăмипе Улянкăри вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хăнасем, Г.Иванов ветерана асăнса пĕр минут шăп тăнă.

Поделиться:
Распечатать