1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
11 сентября 2020 г. 20:03

Республикăри хĕрарăмсен ертÿçи — Тăвай Енре

Тăвай енре республикăри хĕрарăмсен канашĕн общество организацийĕн ертÿçине Наталья Николаевана райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, районти хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов ăшшăн кĕтсе илчĕç. Малаллахи тĕл пулу вăхăтĕнче тĕрлĕ предприятисемпе организацисенчи, ялсенчен килнĕ хĕрарăм активистсемпе калаçнă май, Наталья Алексеевна алĕç куравĕпе кăсăкланса паллашрĕ.

Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Иванова кăçалхи ĕçсем çинче чарăнса тăнă май, уйрăмах çемье институтне çирĕплетессипе, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе тата ытти ыйтусемпе мĕнле ĕçленипе, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Наталья Алексеевна (сăн ÿкерчĕкре варринче) республикăри «Хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕн тĕп задачисене, умри тĕллевсене палăртрĕ. Уйрăмах çитес çулхи Ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкăн пĕлтерĕшне палăртса хăварчĕ.

«Чăваш çыннисен вăрçă çулĕсенче Сăрпа Хусан хÿтĕ-лев сооруженийĕсене тунă çĕрти паттăрлăхне ĕмĕрлĕ-хе асра хăвармалла тумалла. Хÿтĕленÿ линийĕсене 80 çул каялла тума тытăннă. Ахальтен мар 2021 çула Ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă»,—терĕ Наталья Николаева. Çав çулсенчи ĕç паттăрлăхне пирĕн ентеш, Павел Меркурьев художник ятарласа диорамăра сăнланă. Тăвайри краеведени халăх му- зейĕнчи çав ĕçпе хăнасене Владимир Федоров заведующи паллаштарчĕ.

Хĕрарăмсен совечĕн делегацийĕ, вĕсен йышĕнче ертÿçĕне пулăшакан Татьяна Денисова та, «Тыл ветеранĕсене» стела умне чечексем хучĕç, «Упа кĕтесĕ» кану базинче туризм ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕç. Пултаруллă хĕрарăмсен пĕр ушкăнне — Татьяна Иванована, канаш членĕсене Нина Павлована, Елизавета Лаврована, Алевтина Алексеевана, Лилия Яковлевана, Людмила Павлована, Людмила Аввакумована Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Поделиться:
Распечатать