1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
11 сентября 2020 г. 19:59

Танкистсен кунĕ ячĕпе

Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче пирĕн çĕршывра танкистсен кунне паллă тăваççĕ. Германире I, II танк арми йышĕнче чăваш каччисем, çав шутра Тăвай тăрăхĕнчен те, чылайăн пулнă. Вĕсем хушшинче танк командирĕсем, механик-водительсем, наводчиксем тата ытти специалистсем хăйсене ырă енчен кăтартнă. Июнĕн 9-мĕшĕнче Германири Совет çарĕсен ушкăнне йĕркелесе янăранпа 75 çул çитнине паллă тунă, çавна май Тăвай тăрăхĕнчен те чылай ГСВГ ветеранне ятарлă медальсем парса чысланă.

Чăваш Республикинчи Комсомольски район центрĕнче кăçалхи август уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене тата ГСВГ ветеранĕсене халалласа Т-80 маркăллă танка постамент çине вырнаçтарнă. Ку çав тери кăткăс та ответлă ĕçе тунă çĕрте республикăри «Ассоциация ветеранов ГСОВГ, ГСВГ, ЗГВ-ВД» ЧРООн тÿпи çав тери пы- сăк.

Пĕтĕм чăваш тăрăхĕнчи танкистсене уяв ячĕпе саламласшăн.

Поделиться:
Распечатать