1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
11 сентября 2020 г. 20:05

Тăвай ен хăтлăхĕ çĕнелет

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев авăн уйăхĕн саккăрмĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Чи малтанах вăл Тăвайри талăкра 500 кубла метр таса мар шыва ĕçлесе хатĕрлекен станци тунипе паллашнă.

Строительство ĕçĕсем пирки «Елена» общество директорĕн заместителĕ Андрей Александров каласа кăтартнă. Ку калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Тăвай районĕпе администраци пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Ванерке хутшăннă.

Асăннă объекта 80 çулсенче хута янă, вăл кивелнĕ, хăйĕн ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлайми пулнă. Контрактпа çĕнĕ станци авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕçлеме пуçламалла. Анчах унччен ĕçсене пĕтерейменни палăрнă. «Елена» общество представителĕ пĕлтернĕ тăрăх, строительсем çĕр ĕçĕсене, оборудованисен бетон никĕс-не тăвассине вĕçлеççĕ. Кĕçех пысăк сооруженисене монтажлама тытăнаççĕ. Юпа уйăхĕн-че кăна хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пĕтерме шантарать коллектив. Ĕçсене вăхăтра вĕçлейменнипе кăмăлсăрланнă Олег Алексеевич, строительство министерствине Тăвайри таса мар шыва ĕçлесе хатĕрлекен станци тунă çĕрти лару-тăрăва кĕске вăхăтра тишкерме хушнă.

Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăн «Аль» спорткомплексăн кивĕ çуртне тĕпрен юсанине çитсе курнă. Спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов ертсе çÿренĕ хăнасене. Проект-па смета документацийĕсен хакĕ — 13133960 тенкĕ. Фасада, кĕмелли вырăна, урайне, тăррине, цоколе юсамалла, кантăк блокĕсене улăштармалла, шывпа, электроэнергипе, ăшăпа тивĕçтерекен тата канализаци системисене çĕнетмелле.

Контрактпа килĕшÿллĕн подрядчикăн хăйĕн тивĕçĕсене авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне пурнăçламалла. Пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕн 60 процентне пурнăçланă вĕсем.

«Кунта ялти чи пĕчĕк ачасем спорта юратма хăнăхĕç. Волейболла выляма вĕренмелли секци уçăлĕ. Канашри педколледжран кăçал вĕренсе тухнă икĕ çамрăк специалист ĕçлĕç»,—пĕлтернĕ Анатолий Николаевич. Ачасене тĕрлĕ спорт мероприятийĕ-сене илсе çÿреме автобус уйăрма пулăшма ыйтнă вăл. Регион пуçлăхĕ çак кунсенче çĕршывăн спорт министерствипе тата Пĕтĕм Раççейри спорт шкулĕн федерацийĕ-пе килĕшÿсем туни çинчен пĕлтернĕ. «Шкулсенче спорт клубĕсем, пĕрлешÿсем тăвасси пирки те сăмах пычĕ. Эсир сĕннине эпир малашнехи ĕçре шута илĕпĕр»,—тенĕ Олег Алексеевич.

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» нормативсене пама хатĕрленмелли лапамри иртнĕ çул лартнă оборудованисене те пăхса çаврăннă пухăннисем.

Районти тĕп библиотекăра юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Асамлă юмах тĕнчине аса илтерет вăл халь.

«Тăвайри Ленин проспек- тĕнчи сквера тирпейлени» проекта хальхи хула хăтлăхне йĕркелесси программăпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ. Ăна тума федерацин, Чăваш Республикин, район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă, хакĕ — 13474720 тенкĕ.

Проекта темиçе тапхăрпа тăваççĕ, 2019 çулта лапама брусчаткăсем вырнаçтарса тухнă, унăн пĕр пайне асфальт сарнă. Кăçал иккĕмĕш этапа вĕçлеççĕ, асфальт сарнă, фонтанпа сцена тунă.

Тăвайри культура çуртне тĕпрен юсани çинчен «Централизациленĕ клубсен системи» учрежденин директорĕ Арина Алексеева кĕскен каласа хăварнă. Ку объекта 1979 çулта хута янăранпах юсаман. 2019 çулта ăна тĕпрен çĕнетме 33456980 тенкĕлĕх проектпа смета документацине хатĕрленĕ.

Проекта икĕ çул-йĕрпе пурнăçлама палăртнă. Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине уявлама ха- тĕрленсе тата мероприятисене ирттерсе яма, культурăпа кану учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çи- рĕплетме уйăрнă укçа-тенкĕ-пе 2020 çулта çурт тăррине, цокольне, фасадне юсанă. Кантăксене, электросистемăна çĕнетмелле. Палăртнă ĕçсене икĕ направленипе тума 12215951,19 тенкĕ уйăрнă. Костюмсем, оборудованисем, çемçе креслăсем 1579000 тенкĕлĕх туяннă.

Çакăн хыççăн районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, Тăвай ен активĕпе тĕл пулнă Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Çынсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусемпе кăсăкланнă.

—Чи кирли — кăçал тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртни муниципалитет хăтлăхне çĕнетет. Районти социаллă пурнăç тата культура сферинчи объектсене реконструкцилеççĕ, çĕнĕ тротуарсем тăваççĕ, урамсем илемленеççĕ. Малашне ĕçлемелли те нумай-ха. Шăпах çак тĕллевпе Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕн комплекслă аталанăвĕн программине хатĕрленĕ, унта районсен аталанăвне те пăхса хăварнă. Эпир пысăк ĕçсем тума планланă, çав шутра Тăвай районĕнче те. Вĕсене пурне те вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламалла,—пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен Олег Алексеевич, пухăннисене ĕçре ăнăçу суннă.

Поделиться:
Распечатать