1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
11 сентября 2020 г. 20:02

Волонтерсемпе тĕл пулнă

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Юрий Зорин Тăвай районĕнчи волонтерсемпе тĕл пулнă.

Вăл Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессишĕн сасăлав ирттернĕ вăхăтра ăнлантару ĕçне активлă хутшăннăшăн вĕсене тав тунă. Тав çырăвĕсемпе палăртнисем хушшинче — Екатерина Юрьевна Осокина, Марина Алексеевна Петрова, Николай Юрьевич Перцев, Станислав Олегович Данилов, Никита Валерьевич Егоров, Марина Николаевна Иванова, Оксана Юрьевна Соловьева, Кристина Анатольевна Михайлова, Алексей Владимирович Степанов, Алина Александровна Федорова. Çавăн пекех Тăвай шкулĕнчи Ирина Витальевна Порфирьева учителе «Манăн пуласлăх — Чăваш Енре» çамрăксен проекчĕсен конкурсĕн призерне хатĕрленĕшĕн тата пулас ăрăва ăс-хакăл воспитанийĕ парас, çамрăксен гражданла активлăхне ÿстерес енĕпе хастар ĕçленĕшĕн Чăваш Патшалăх Канашĕн Дипломĕпе чысланă. Тăвай шкулĕн-чи Дмитрий Иванова çак конкурсра «Пултарулăх» номинацире (14—17 çулхисем) 3-мĕш вырăн йышăннăшăн Диплом парса хавхалантарнă. Райадминистрацин социаллă аталану тата архив ĕçĕн сектор заведующийĕ Оксана Кириллова районти волонтерсен ĕç-хĕл-не пысăк хак панăшăн тав тунă. Çамрăксенчен районта иртекен усăллă, кăсăклă ĕçсене хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырасса шаннине пĕлтернĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин волонтерсене хăй енчен парнесем — «Молодая гвардия Единой России» логотиплă футболкăсем панă.

Поделиться:
Распечатать