1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
18 сентября 2020 г. 20:03

100 çул хушшинче 10 миллион

1920 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Совет Союзĕн-че пĕрремĕш халăх çыравĕ иртнĕ. Вăл пĕтĕм çĕршывĕ-пех пулайман, хăш-пĕр çĕрте граждан вăрçи пынă. Апла пулин те, унăн кăтартăвĕ-сем тăрăх халăх шухăш-кăмăлне, психика тĕлĕшĕнчи сывлăхне, сусăрланнине, хĕрарăм е арçын, миçе çултине пĕлме май пулнă. Тата тепĕр вăл вăхăтри чи паллă пĕлтерĕш-çапăçусене хутшăннин опычĕ.

100 çул каялла çĕршывра 136,8 миллион çын пурăннă. 2010 çулта – 142,9 миллион, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 146,7 миллион çын шутланнă. 2021 çулхи Пĕтĕм Раççейри апрельте иртекен халăх çыравĕ мĕн кăтартĕ?

1920 çулхи çырав Раççей историйĕнче иккĕмĕш çырав шутланать. Ăна малтанхинчен 23 çул иртсен çеç йĕркелеме май килнĕ. Çав тапхăрта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи кĕрлесе иртнĕ, Раççей империйĕ арканнă. Фронтра çар çыннисем нумай вилнĕ, 1914—1918 çулсенче 7 миллион. 1897 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх халăх нумай пурăнакан вунă пысăк хуласенчен (вĕсенче 4,8 миллион çын пурăннă) 1920 çул тĕлне иккĕшĕ кăна – Мускавпа Петроград – Совет Союзĕн территорине кĕнĕ.

1920 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав пĕтĕмĕшле çырав шутланмасть: Крымра, Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Çурçĕр Кавказăн сăртлă туллă вырăнĕсенче çапăçусем пынăран кăтартусем пуçтарман. Апла пулин те, вăл революци хыççăнхи Раççейри халăх тытăмĕ пирки пĕлтерекен пĕрремĕш çăлкуç пулса тăнă. 1920 çулхи августăн 28-мĕшĕ тĕлне çĕршывра 136,8 миллион çын пурăнни паллă. Хула çыннисем – 20,9 миллион е пĕтĕм халăх шу- тĕнчен 15 процент.

Пĕрремĕш совет çыравĕнче халăхран ыйтса пĕлмелли мелсем харпăр хăй анкети, хваттер картти, килхуçалăх ведомоçĕ пулнă. Ыйтса çырмалли анкетăра 18 ыйту пулнă: хĕрарăм е арçын, миçе çулта, хăш наци çынни, тăван чĕлхе, гражданлăх, ăçта çуралнă, пурăнмалли тупăш çăлкуçĕсем, сусăрлăх, психика сывлăхĕ, вăрçăсене хутшăнни тата ытти те.

Çĕр çул иртнĕ хыççăн Раç-çейре цифрăллă пĕрремĕш çырав пулать. 2020 — 2021 çулсенчи пĕтĕм тĕнчери раунд çитес çулхи апрелĕн 1 — 30-мĕшĕсенче иртет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ – Патшалăхăн пĕр- лĕхлĕ пулăшăвĕсен порталĕн-че (Gosuslugi.ru) кашни харпăр хăй электронлă çырав листисене тултарма май пулни.

Хваттерсене е уйрăм кил хуçалăхĕсене тухса çÿренĕ чухне çыравçăсем, пĕрремĕш совет çыравĕпе танлаштарсан, хамăр çĕршывра туса кăларнă çăмăл планшетсемпе усă кураççĕ. Хут бланксем кирлинчен 10 процент кăна пулаççĕ. Çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районсенче çырав 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланать: Красноярск крайĕнче, Тамбов обла-çĕнче тата Ямал-Ненецк автономи округĕнче. Вĕсенче интернет çыхăнăвĕ пур çĕрте те çук. Анчах планшетсемпе усă курнă чухне вăл кирлех те мар. Пĕтĕм кăтартусене территорисенчи уйрăмсенче çырав базине куçараççĕ. Çапла вара, çĕршывăн чи аяк-ри халăхсене те шута илеççĕ.

Хальхи çыравăн тĕп задачи ытти чухнехи пекех социаллă пурнăçпа экономикăна нумай çулсем малалла аталантармалли плансем хатĕр-леме тата адреслă йышăнусем тума кăтартусем пуçтарса тĕпчесси. Тĕслĕхрен, тин кăна ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме кашни çул тÿлесси пирки саккун проектне пăхса тухма сĕннĕччĕ. Ку енĕпе 200 триллион тенкĕ кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра 5-16 çулхи ачасем çĕршывра 20 миллион шутланаççĕ. Çитес çыравра вара кашни регионта миçе ача пурăннине тата миçе çемье çак пулăшăва тивĕçме пултарнине, вăл камсемшĕн чăнах та пысăк пулăшу пулнине, пĕчĕк е вăтам тата унран ытларах тупăшлă çемьесем мĕн чухлине палăртма май пулĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çы- равĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ — Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн çинчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕн- че (Gosuslugi.ru) электронлă çырав листисене тултарса пĕлтерме пултарать. Килсене тухса çÿрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ.

Поделиться:
Распечатать