1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
18 сентября 2020 г. 20:15

Чи нумай сасă — Олег Николаевăн

Кĕтнĕ пекех — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче суйлав теми тĕп вырăнта пулнă.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хăйĕн сăмахне пурне те тав тунинчен пуçланă: суйлавçăсене — сасăлава хутшăннăшăн, хăйĕншĕн сасăланă граждансене — пысăк шанăçшăн. Суйлав, ун шучĕ-пе, йĕркеллĕ иртнĕ. Паллах, çăхавсăр мар, анчах вĕсем пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн — пĕтĕмĕшле ÿкерчĕ-ке тĕксĕмлетеймĕç.

Сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе вара Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паллаштарнă. Тунтикун 9 сехет тĕлне бюллетеньсен 98,8 процентне тишкернĕ, çавна май суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тĕлĕшпе текех пысăк улшăнусем пулмасси куçкĕрет. Сасăлава суйлавçăсен 55,5 проценчĕ хутшăннă: «Паянхи куншăн лайăх кăтарту. Çапла вара суйлав пĕр турпа ăнăçлă иртрĕ, иккĕмĕш тур пулмĕ. Çак кăтартусем объективлă, тавлашусăр».

Олег Николаевшăн суй-лавçăсен 75,68 проценчĕ сасăланă. Республика Пуçлăхĕн должноçне кам йышăнасси паллă пулнă май Александр Иванович Олег Алексеевича саламланă, граждансен шанăçне тÿрре кăларма суннă. Александр Андреев коммунистшăн сасăлава хутшăннисен 10,26 проценчĕ хăйсен сассисене панă. Виççĕмĕш вырăнта РЛДП кандидачĕ Константин Степанов — 5,49 процент. «Пенсионерсен» представителĕ Николай Степанов сасăсен 3,53 проценчĕ пухнă. Раççей патриочĕсен элчи Сергей Матвеев пиллĕкмĕш вырăнта — 2,12 процент.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн суй-лавĕн районти пĕтĕмлетĕвне те пăхса тухнă. Пурĕ 10770 суйлавçа списока кĕртнĕ, 8573-шĕ (79,60 процент) суйлава хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуç-лăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевшăн 7004 суйлавçă (81,70 процент) сасăланă. 738 суйлавçă (8,61 процент) — Александр Андреевшăн, 313 суйлавçă (3,65 процент) Константин Степановшăн, 247 суйлавçă (2,88 процент) Николай Степановшăн хăйсен сассисене панă. Раççей патриочĕсен кандидачĕ Сергей Матвеев Тăвай енре 136 сасă (1,59 процент) пухнă.

Поделиться:
Распечатать