1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
18 сентября 2020 г. 20:04

Энциклопедин 2-мĕш кĕнеки

Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн-че «Енĕш Нăрваш ял энциклопедийĕ» ятарлă кĕнеке кун çути курнăччĕ.

Унăн авторĕ — ялти музей заведующийĕ Владимир Петров. Халĕ вара çак асăннă кĕнекене анлăлатса хушма кĕнекине кăларнă. Кунта малтанхи энциклопедири хăш-пĕр кăлтăксене тÿрлетсе тата чылай çĕнĕ материал кĕртсе пуянлатнă. Энциклопеди тиражĕ 100 экземпляр. Канашри издательство çуртĕнче кăларнă, 208 страницăллă. Энциклопедие кун çути курма ăна витĕмлĕ пулăшу паракансенчен Г.И.Моисеевана, З.В.Мижеевана, Г.И.Кузь-минана ырăпа асăнмалла. Асăннă энциклопеди чылай библиотекăсен фондне пуянлатĕ. Унсăр пуçне вулама юратакансем, тăван тăрăх историйĕпе кăсăкланакансем килти библиотекăсем валли те туянма пултараççĕ. Паллах, ку энциклопеди кĕнекинче те ял историйĕпе çыхăннă тата хăш-пĕр самантсене пурне те çырса кăтартайман. «Çамрăкрах ăрури çынсен, ял историпе интересленсе, татах та хушма кăларăм кĕнекине те кăларма вăй-хал çитĕ-ха»,—тет сумлă кĕнеке авторĕ.

Поделиться:
Распечатать