1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
26 сентября 2020 г. 19:19

Çĕнĕлле хаклама пулăшать

Иртнĕ çул Чăваш Республикинче туристсен 83 организацийĕ ĕçленĕ. Вĕсем 54 пин çынна йышăннă. 1,4 миллиард тенкĕлĕх 20 пин турпакет сутнă халăха. Туристсен 56 проценчĕ урăх çĕршыва кайма кăмăл тунă. Чи нумаййи — Турцине, 53 процент. Таиланда, Араб Пĕрлĕхĕн Эмиратне, Туниса, Грецине, Кипра, Вьетнама, Египета, Испание, Китая каякансем те сахалах мар.

Раççей тăрăх (Краснодар крайĕ, Крым, Санкт-Петербург, Тутарстан) çулçÿреве тухакансем те нумайланса пыраççĕ.

Чăваш Енре 14 пин çын каннă. Кунсăр пуçне тепĕр 11 пин çынна ытти регионсенчи туристсен фирмисем янă. Республика туристсене илĕртет. Раççей культурин министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, пурĕ 500 объект (465 палăк, 26 ансамблея) культура еткерлĕхĕ шутланать Чăваш Енре. Пирĕн тăрăхра чапа тухнă çынсем сахал мар — дивизи командирĕ Василий Чапаев, Никита Бичурин, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев, Надежда Павлова балерина, Святослав Федоров офтальмолог, Андриян Николаев летчик-космонавт тата ыттисем.

Тĕрлĕ çĕрте пурăнакансен йăли-йĕркипе тăтăшах паллашни пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, тавракурăма аталантарма пулăшать.

Поделиться:
Распечатать