1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
26 сентября 2020 г. 19:22

Хисеплĕ ветерана — Тав çырăвĕ

Тĕмер ялĕнче пурăнакан Иван Прокопьевич Краснов тыл ĕçченĕ 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Ĕмĕрне «Победа» колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе 6 ачине кун çути кăтартнă. Ялта пурте Красновсем çинчен ырă сăмахсем çеç калаççĕ. Иван Прокопьевича паллă кунпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов саламласа Раççей Президенчĕн Тав çырăвне вуласа пачĕ. Ялти ветерансен канашĕн председателĕ Светлана Ярхунова, клуб заведующийĕ Ирина Краснова, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Надежда Жилкина, тăванĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.

Поделиться:
Распечатать