1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
26 сентября 2020 г. 19:24

Наци кросĕ пулчĕ

Иртнĕ шăматкун Чăваш Енри хуласемпе районсенче «Наци кросĕ — 2020» чупу кунĕ иртнĕ. Тĕп старт Атăл хĕрринчи пляж территорийĕнче пулнă. Унта 18 çултан аслăрах спортсменсем пухăннă. Çакнашкал пысăк спорт мероприятине пĕтĕм Раççейре ирттерме пуçласан пирĕн республикăра ăна 2004 çулта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Чăваш Енре пурăнакансене физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас тĕллевпе ирттернĕ ăмăртусене.

—Çанталăка пăхмасăр эпир, килте юлассинчен пăрăнас, чупма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине палăртма тухрăмăр. «Наци кросĕ — 2020» чупу общество пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăрать,—тесе палăртнă регион пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев. Вăл ертÿçĕсемпе пĕрле 1000 метрлă дистанцие чупнă.

Тăвай енри массăллă спорт уявне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă. «Çакнашкал чупусем сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ»,—тесе пухăннисене ăмăртусенче мала тухма сĕннĕ вăл.

Кăçал та ял хуçалăх минис-трĕн заместителĕ Марина Загребаева пирĕн спортсменсемпе тĕл пулма кăмăл тунă.

—Наци чупăвĕ — спорт уявĕ, вăл пире пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерет, малашлăха шанма хавхалантарать,—хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Шупашкар хăни. Çавăн пекех районти наци кросне уçма çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕ Ольга Максимова та хутшăннă, кашнине çĕнтерÿшĕн çирĕп тăма суннă вăл.

«Аль» спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов мероприяти программипе паллаштарнă. «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» нормативсене пурнăçланăшăн «Тăвай çăкăрĕ» общество ертÿçине Татьяна Обаськинана значок парса чысланă.

Предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пай начальникĕсем VIP-чупăва хутшăннă. Арçынсенчен Николай Сормов чи лайăх вăхăт (1,29) кăтартнă. Сергей Кирилловпа Николай Перцев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Хĕрарăмсенчен Раиса Илларионова, Наталья Староселец, Оксана Кириллова ырă тĕслĕх-пе палăрнă.

Пĕтĕмĕшле массăллă чупăва кăмăл тăвакансем дистанцие тухнă унтан.

18—29 çулсенчи арçынсенчен 1000 метра, чи малтан чупса тухса, Сергей Михайловпа Никита Егоров картлашка çине медальпе Хисеп грамоти илме тăнă. Евгения Гурьева, Наталия Григорьева, Екатерина Михайлова çÿлерех палăртнă дистанцие лайăх кăтартусемпе парăнтарнă.

30—39 çулсенчи спортсменсенчен Татьяна Ногина, Оксана Максимовапа Ольга Тинникова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

40—49 çулсенчи атлетсем 500 метра чупнă. Алина Никифорова, Людмила Шусева, Ирина Александрова пĕрремĕшпе иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Асăннă ÿсĕмри арçынсенчен Олег Дмитриева, Евгений Морякова, Андрей Захарова çитекенни пулман.

55 çултан аслăраххисен хушшинче Татьяна Иванова, Елена Павлова, Людмила Ильина чи малтан финиша çитнĕ.

50—59 çулсенчи спортсменсенчен Павел Романовпа Анатолий Кириллов тата Марина Сорокинапа Ирина Егорова, Светлана Тимофеева палăрнă. 60 çулхисемпе аслăраххисем 500 метрлă дистанцие чупма тухнă. Иван Васильев, Алексей Кириллов, Василий Александров пĕрин хыççăн тепри çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Харпăр хăй ÿсĕмĕсенче пĕр-ремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухнă çăмăл атлетсене медальсемпе, Раççей Федерацийĕн спорт министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

«Тăвайри кооператив» потребобщество ĕçченĕсем пухăннисене хăйсен таварĕсемпе тивĕçтернĕ. Полици сотруд-никĕсем йĕркелĕх хуралĕнче сыхă тăнă. Спорткомплексра çав кун васкавлă пулăшу ĕçченĕсем те пулнă.

Коронавирус инфекцийĕ ан сарăлтăр тесе мероприятие санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнса ирттернĕ.

Поделиться:
Распечатать