1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
26 сентября 2020 г. 19:26

Районти депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕнче

Виçĕмкун райадминистрацин залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн çиччĕмĕш сасăлаври çĕнĕ йышăн пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Тăвай территори суйлав комиссийĕн председателĕ Валентина Белова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ Анатолий Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ-сем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе территори комиссийĕн председателĕ В.Белова паллаштарнă, вăл çиччĕмĕш сасăлаври районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланнисене депутат мандачĕсем панă, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу суннă.

Район Уставĕпе килĕшÿллĕн пĕр-ремĕш ларăва çулĕпе чи аслă депутат Вячеслав Федоров уçнă, вăлах ертсе пынă.

Депутатсем пĕр саслă пулса хăйсен йышĕнчен район пуçлăхĕ — районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулма Александр Шакина суйланă. Ялан ĕçлекен комиссисен председателĕсем пулма Юрий Ефимов, Елена Семенова, Борис Алексеев депутатсене шаннă.

Полномочи вăхăчĕ вĕçленнĕ май, Тăвай район администрацийĕн пуç-лăхĕ В.Ванерке хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чарăннă.

Федераци саккунĕпе тата Тăвай районĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне — вĕренÿ пайĕн начальникне Олег Ломоносова шаннă.

Ларура депутатсем Чăваш Рес-публикинчи Тăвай район админис-трацийĕн пуçлăхĕн должноçне суйлама конкурс комиссине 4 çынна кĕртме йышăннă. Унсăр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне конкурс комиссине тепĕр 4 çынна кĕртес ыйтупа тухма йышăннă.

Район пуçлăхĕ Александр Шакин депутатсене хăйне яваплă ĕç шанса панăшăн тав тунă.

Владимир Алексеевич Ванеркене Чăваш Республикин патшалăх наградипе — «Хăй тытăмлăх органĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăпа чысланă.

Çавăн пекех çĕнĕрен суйланнă депутатсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ А.Алексеев саламланă, ăнăçу суннă. В.Ванеркене тăрăшса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каланă.

Поделиться:
Распечатать