1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
4 сентября 2020 г. 21:54

Апачĕ те тутлă, поварĕсем те ăшă кăмăллă

«Анне, аннеçĕм!» Епле çепĕççĕн те ачашшăн шăранаççĕ çак сăмахсем, чунра лăпкăлăх, канăçлăх çуратаççĕ. Анне çумра пулсан пурнăç çулĕпе утăмлама çăмăл та хаваслă»,— çакăн пек пуçланă редакцие янă çырăвне Çĕнçырмари Алисăпа Оля Федоровасем.

Вĕсен амăшĕ Наталия Вячеславовна çак кунсенче 45 çул тултарнă. Пурнăçăн анлă та вăрăм çулĕпе хастаррăн та мал ĕмĕтлĕн утăмласа кун-çулне телей, савăнăç курса ирттерме сунаççĕ юратнă амăшне.

Наталия Вячеславовна Шупашкарта вĕренсе ĕç профессийĕ илсен Элпуç шкулне повара вырнаçнă. Ĕçтешĕн Наташа Николаевнан ĕç стажĕ 30 çула яхăн. Икĕ Наташа — Федоровапа Владимирова туслăн та килĕштерсе ĕçлеççĕ, ашшĕ-амăшĕ-сем кăмăллă, ачисем те тутлă тесе çиеççĕ столовăй апатне. Шкулти поварсем кĕçĕн классенче вĕренекенсене кунне пĕр хут апат тÿлевсĕр çитерессипе кăмăллă пулнине палăртрĕç.

Наталия Федорован аслă хĕрĕ Алиса та амăшĕн çулнех суйланă. Вăл вĕреннĕ çĕртех повар-кондитер специальноçне алла илнĕ. Малтанах Шупашкарта ĕçлесе ăсталăхне ÿстернĕ. Унтан Мускаври Шереметьево аэропортра кафере юратнă ĕçне малалла тăснă. Турă çырнине те, Дон çинчи Ростов хулинчи Сергей ятлă каччăна, кунтах тĕл пулнă. Çемье çавăрнă.

Кăçалхи июльте çут тĕнчене килнĕ Саша мăнукĕпе куç тулли хĕпĕртеççĕ кукамăшĕ тата Мария Соркина — мăн кукамăшĕ. Хăйсен йăви те пур халĕ. Амăшĕн юбилейĕ умĕн çамрăк мăшăр хваттер илсе тепĕр уяв парни тунă, ав.

Иккĕмĕш хĕрĕ Ольга экономиста вĕренсе тухнă, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать.

«Пирĕн анне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Çавăнпах шкулта ĕçлеме шăпа пÿрнĕ пулĕ ăна. Вĕрентекен пулмасан та, повар ĕçĕ те пархатарлă», — вулатпăр малалла çырура.

Халĕ акă вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Малалла та вĕренекенсем тулли кăмăлпах шкулти столовăя васкĕç. Менюна пуянлатсах тăма хăнăхнă. Темĕнле салатсемпе те сăйлаççĕ. Кашнинех йăл кулăпа кĕтсе илеççĕ. Шкул столовăйĕнче апатланакансем поварсем хăйсен ĕçне ячĕшĕн мар, юратса тунине палăртаççĕ. Апачĕ техĕмлĕ, тутлă, сывлăхшăн усăллă пултăр тесе вăй хураççĕ вĕсем. Çавăнпа шкулти поварсене коллективра хисеплеççĕ. Çапла Наталия Вячеславовнан аслă хĕрĕсем професси илсе ĕçлеççĕ. Йăмăкĕ Валентина 5 çулта кăна-ха. Амăшĕн пĕчĕк пулăшаканĕ.

Поделиться:
Распечатать