1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
4 сентября 2020 г. 21:44

Кÿлле типме парас марччĕ

Ĕлĕкхи «Сельхозтехника» пĕрлешÿ хыçĕн-чи кÿлĕ ватти-вĕттишĕн шыва кĕмелли мĕн тери меллĕ вырăнччĕ, ĕç хыççăн е канмаллире пулăçсем те йĕри-тавра ларса тухатчĕç, хур-кăвакалĕ те тăп-тăрă шывра ишсе киленетчĕ. Хуçисем пырса йыхăрмасан та тухма васкамастчĕç. Юлашки çулсенче кÿлĕ типсе пырать (сăн ÿкерчĕкре). Сентябрь тĕлнелле хĕрринчен типсе варрине пĕр çаврашка пек çеç тăрса юлать. «Пуллисем вилсе пĕтеççĕ ĕнтĕ»,—кулянаççĕ ачасем. Хăйсем çаплах вăлта йăтса юханшыв хĕрнех утаççĕ. «Кÿлли типсе пырсан, пуллине дядя Алеша (Леня та теççĕ ăна) килсе ярсан кăна ĕнтĕ»,—теççĕ вĕсем.

Алексей Николаевич Бохан — Украинăран, Сумская облаçре çуралнă. «Вырăссем нумайччĕ пирĕн районта, туслă пурăнаттăмăр»,—тет çутçанталăк тусĕ. Пулă тĕсĕсене лайăх пĕлет. Çамрăк пулăçсене мĕн ыйтнине лайăх ăнлантарса парать. Тарăн мар кунта, пĕрер ятарласа тасатса илсен те аван пулмалла, çуркунне çурса кайса айккипе юхать, шыв тăмасть. Кирпĕч завочĕ ĕçленĕ чух вакăрах чулсене килсе тăкатчĕç.

Алексей Николаевичăн мăшăрĕ Надежда Михайловна Никитина (хĕр чухнехи хушамачĕ) — Вăрманхĕрри хĕрĕ. Амăшĕ хуçалăхра ĕне сунăран, çамрăклах ферма сукмакне такăрлатнă вăл та. Хĕрача ытла вăр-вар пулнинчен тĕлĕннĕ дояркăсем. Надежда иртнĕ çул пенсие тухрĕ, нумаях пулмасть мăшăрĕ 60 çул тултарчĕ. Мускавра теплицăра ĕçленĕ чухне паллашнă çамрăксем. Пĕр вăхăт Украинăра пурăннă çамрăк çемье. Ачисем те кунта кун çути курнă. Чăваш хĕрарăмĕ унта та фермăра ĕçленĕ, лайăххисен йышĕнче пулнă. Ун чухне союзлă республикăсем пĕр чăмăрта пулса пысăк вăй шутланнă. Анчах темшĕн çав çулсенче тăрăшни стаж çине кĕреймерĕ унăн.

Чăваш Енри Тăвай районне куçса килсен Алексей Николаевич СХТра слесарьте тăрăшрĕ. Мăшăрĕ пĕр хăнăхнăран теплицăнах ĕçлеме çÿрерĕ. 3 ача пăхса ÿстернĕ çак ĕçчен те туслă мăшăр. Олег, Юля, Катя çемьеллĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ пахча çимĕç туса илес ĕçре тăрăшнăран, ăсталăхĕ пысăк унăн. Пĕтĕм çимĕçĕ парка çитĕнет. Помидорĕ-сем тепĕр чух çур кило таяççĕ пулĕ, пылак пăрăçĕ хĕрлĕ, сарă, симĕс тĕссемпе илĕртет. Ыттисене канаш-сĕнÿ пама яланах хатĕр вăл. Упăшки хальхи вăхăтра республика тулашне ĕçлеме çÿрет. Халĕ уншăн Чăваш Республики тăван кĕтес пулса тăчĕ. Çутçанталăкпа киленме кÿлĕ хĕрне васкать. Çавăнпа ачасем те паллаççĕ ăна. Çуркунне тулакан кÿлле каллех пулăсем килсе ярать. «Савăнччăр ачасем»,—тет. Кунти кÿлле тасатас, унта шыв тытса тăрас ыйту ăна та канăçсăрлантарать.

Кунта вĕт йĕри-тавра сад юлташлăхĕсем вырнаçнă. Шывне витрепе те йăтаççĕ, тачкăсемпе турттараççĕ. Упраса хăварасчĕ кÿлле.

Поделиться:
Распечатать