Пĕчĕк сцена ăстисен пултарулăхне аталантарма «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденире «Театральная карусель» кружок ĕçленипе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Ачасем юмах итлеме, вулама юратаççĕ кăна мар, выляса кăтартма та хаваспах хутшăнаççĕ. Анне кунĕ тĕлне Лариса Фомина воспитатель хатĕрленипе «Аннене итлемелле» пĕчĕк постановка выляса панă «Одуванчики» ушкăна çÿрекенсем (сăн ÿкерчĕкре). «Шанса пĕтер, тен вĕсенчен хăшĕ те пулин хамăр ентеш Вера Кузьмина артистка пек пысăк сцена çине тухĕ»,— тет ачасен юратнă воспитательници.