Чăваш Енре пурăнакансем ир пуçласа каçчен пархатарлă ĕçсенче ырми-канми вăй хураççĕ. Ял ĕçне чунтан парăннисене, производствăра тăрăшакансене, вĕрентекенсене, сывлăх сыхлавĕнче, коронавируса хирĕç кĕрешсе, ырă тĕслĕх кăтартакансене, харпăр хăй тĕллевĕсене пурнăçлассипе тимленисене «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медальпе чыслас ĕçе малалла туса пыраççĕ.
Тăвай енре те çак сума тивĕçнисен йышĕ ÿссех пырать. Нумаях пулмасть, ак, палăртнă медальпе АПК ветеранĕсен районти канашĕн председательне Михаил Яковлевич Яковлева наградăланă.
— Район аталанăвне çирĕп-летессипе пысăк тÿпе хывнăшăн, çăмăл мар ĕçĕрте лайăх çитĕнÿсем тунăшăн тав тăватăп сире. Эсир пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр, обществăлла пурнăçра активлăх кăтартатăр,—тесе саламланă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов. Михаил Яковлевич район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕнче — ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн-че тăрăшнă хăй вăхăтĕнче, районти ял хуçалăхне аталантарассипе чылай вăй хунă. Уйсемпе фермăсен продуктивлăхне ÿстерессишĕн, коллективлă хуçалăхсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессишĕн тимленĕ вăл. Михаил Яковлевич йĕркелесе пынипе выльăх витисем, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем, çулсем тунă. М.Яковлев районти обществăлла пурнăçра активлăхпа палăрнă, ял тата районти депутатсен Пухăвĕ-сен депутачĕсене суйланнă, колхозри партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулнă, «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, «Ĕç ветеранĕ» медале, ЧР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулнă, ăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Хăйĕн пуян опычĕпе хаваспах çамрăксене паллаштарать Михаил Яковлевич. Ял хуçалăх предприятийĕ-сенче вăл яланах кĕтнĕ хăна. Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен районти организацийĕн ертÿçи Тăвай енри ялсене тухса çÿ-рет, ватăсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать вĕсене.
Çавăн пекех, «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медальпе «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ял хуçалăхра тăрăшса палăрнă Анатолий Васильевич Салкановпа Иван Якимович Гурина савăнтарнă.