Тăван культурăна, унăн йăли-йĕркисене хисеплеме мĕн ачаран вĕрентмелле. «Асамат кĕперĕ» шкулчченхи учрежденире шăпăрлансене мăн асаттесемпе асаннесен ырă йăлисемпе паллаштарассине, ăна упраса хăварса пуянлатассине ятарлă ĕç планĕпе туса пыраççĕ.
«Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» республикăн наци проектне пурнăçласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ кунта, пĕчĕк артистсем чăваш юррисене юрласа районти конкурссенче пĕрре кăна мар палăрнă. Çак кунсенче Ольга Владимирова мусăкçă йĕркеленипе шкул çулне çитсе пыракан ушкăнри ачасем чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе капăрлăхĕн куравне йĕркелеме хутшăннă. Чăваш наци тумĕллĕ пĕчĕк каччăсемпе хĕрсем тăван чĕлхепе юрăсем шăрантарнă, ташланă. Çакă татах та илем кÿнĕ уява. Вĕсем çине пăхма та кăмăллă пулнине палăртнă куракансем.
Тумĕсем ятуллă та вĕр çĕнĕскерсем. Канашри «Силуэт» ательене заказ парса пĕлтĕр 25 кĕпе çĕлеттернĕ (15-шĕ — хĕрачасем, 10-шĕ — арçын ачасем валли). Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн укçа уйăрса панă чăваш тумĕсем туянма. Тĕрлесе илемлетнĕ эрешсемпе паллашнă ачасем. Кашниех хăйне евĕрлĕ иккенне хаклама пултарнă.
Мероприятисенче тăван чĕлхепе усă курассине анлăлатни — чăннипех те ырă тĕллев.