1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
23 января 2021 г. 11:58

Ĕç ветеранĕн — юбилей

Тенеялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Елизавета Васильевна Васильева кăрлачăн 15-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Юбиляра хăнасем чун-чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламларĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Уськина Елизавета Васильевнана Турă пилленĕ кашни кунпа киленсе пурăнма, çывăх çыннисен ăшшине, юратăвне, пулăшăвне туйса тăма сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, телей сунчĕ. Раççей Президенчĕн саламĕпе, парнепе чысларĕ.

Елизавета Васильевна «Новый путь» хуçалăхра, Тенеялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тирпейлÿçĕре ĕçлесе пенсие тухнă. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн пурнăçланăшăн Тав хучĕсемпе медальсене те сахал мар тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун Елизавета Васильевна ывăлĕн çемйипе хăтлă та тĕреклĕ кил-çуртра килĕштерсе пурăнать. Ял çинче те хисеплеççĕ Васильевсене.

Поделиться:
Распечатать