1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
23 января 2021 г. 11:56

Чун апачĕ - хут купăс

Николай Павлович Петров Тăрмăшри культура çуртĕнчи «Тăрмăш» ушкăна купăспа хавхалантарса пырать. Халăх фольклор ушкăнĕ районта иртекен конкурссенче кăна мар, республика, регион шайĕнчи фестивальсенче те яланах малтисен шутĕнче.

Кунта, паллах, купăсçăн тÿпи те пысăк. Вăл кĕвĕленĕ «Туслăх юррине» эпир тĕрлĕ уявсенче шăрантаратпăр. Ялти туйсенче, юбилейсенче купăспа юрлаттарса-ташлаттарса савăнтарать халăха. Купăс калама ачаранах хăнăхнă, халĕ те юратнă «тусне» алăран ямасть. Вăл уншăн чун апачĕ пекех. Купăспа та, баянпа та выляма ăста Николай Павлович. Çулĕсем те, чир-чĕрĕ те пур ĕнтĕ, анчах та вăл нихăçан та: «Эпĕ чирлĕ, пултараймастăп»,-тесе каласа курман, яланах яваплăха туйса ĕçлет.

Мăшăрĕпе Фаина Алексеевнапа 42 çул тату пурăнаççĕ, кермен пек кил-çурт çавăрнă. Вĕсем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕ-сем. Тав хучĕсемпе парнесене чылай хутчен тивĕçнĕ хастар мăшăр. Икĕ хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсем çемьеленнĕ. Халĕ 4 мăнукĕ савăнтарать кукаçипе кукамая.

Поделиться:
Распечатать