Районти Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ аван аталанса пырать. Ĕçлекенсен йышĕ çулленех ÿсет. Темçе çул каялла 16 çын тăрăшнă хуçалăхра, халĕ 23 çын вăй хурать. Машинăпа ĕне сăвакан операторсем, çамрăк выльăхсене пăхакансем, ветврач, ферма заведующийĕ, скотниксем, механизаторсем, кладовщиксем, шут ĕçченĕ, хуралçăсем тата ытти те. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ.
Николай Владимирович Богачев механизатор чылайранпа активлăх кăтартать çĕр ĕçлесе хатĕрлессипе, тырă çапса тĕшĕлессипе. «Тăвай районĕнчи чи лайăх ял хуçалăх ĕçченĕ—2019» ята тивĕçлĕ пулнă ĕçре ырă тĕслĕх кăтартакан арçын. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче пĕлтĕр Грачев хресчен-фермер хуçалăх коллективне те ырăпа асăнчĕç. «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медальпе наградăланисем хушшинче унти Н.Богачев механизатор та пулчĕ.
—Пурте пĕрле алла-аллăн тытăнса хастар ĕçлесен, кирек мĕнле йывăр ĕçре те çитĕнÿсем тума пулать,—тет чыса тивĕçнĕ тракторист.