1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
15 октября 2021 г. 16:32

Ачасене — вĕри апат

РФ Президенчĕ Владимир Путин 1—4 классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен калакан Указа 2020 çулта алă пуснă. Федераллă, регион, вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Çакна валли федераллă бюджетран 2021—2023 çулсенче 183 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕри апатпа пурĕ 7 млн ачана тивĕçтереççĕ.

—Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен ачисем» йыша кĕрекен республикăри 11800 ачана пĕрешкел стандартпа тата пĕрешкел менюпа вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелесе тивĕçлĕ йышăну турăмăр. Çак тĕллевпе эпир кăçал валли 100 проценчĕпех çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрăпăр.

Пирĕн тĕп тĕллев — ачасене тата çемьесене пулăшасси, тулли пахалăхлă вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелесси. Шăпах çемьесене пулăшасси çинчен Указ хатĕрлерĕмĕр.

Ачасем «ирхи апат» тата «кăнтăрлахи апат» стандартсемпе килĕшÿ-ллĕн тулли пахалăхлă вĕри апатпа тивĕçтерессине те унта кĕртессе шанатăп»,—тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Пĕр кунхи апат хакĕ вăтамран 81,55 тенкĕпе танлашать. Пĕрлехи суммăна çирĕплетни кирлĕ: 2021 çул валли — 75 млн тенкĕ, 2022 çул валли — малтанлăха палăртнă сумма 169 млн тенкĕ. Паян çак полномочисене муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăраççĕ. Пур муниципалитетсен те бюджечĕсем расна, çакăнпа килĕшÿллĕн укçа-тенкĕ уйăрасси те тĕрлĕрен.

Пĕлтĕр пуçламăш классенче вĕренекенсене пурне те кунне пĕр хутчен — кăнтăрлахи апатпа тÿлевсĕр тивĕçтернĕ пирĕн районта та. Кăçал вĕсем пурĕ 560 ача çак çăмăллăхпа усă кураççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вара нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен ачисене те, 5—11 классенче вĕренекенсене, шкулсен столовăйĕ-сенче тÿлевсĕр апатлантарма тытăннă. Ку çăмăллăхпа вара хальлĕхе районта 54 ача апатланать. Асăннă кăтарту ÿсме пултарать. Çакна валли бюджетран çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Çывăх кунсенче Чăваш Енре «Ирхи апат — директорпа» çĕнĕ проект ĕçлеме пуçлать. Кунта ачасене апатлантарнин кашни тапхăрне тĕрĕслеме ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул директорĕсем те хутшăнаççĕ.

Поделиться:
Распечатать