1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
15 октября 2021 г. 16:52

Чарусен мелĕпе мар, хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли çулпа

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрăва питĕ йывăр тесе хакланă.

Хальхи вăхăтра сывлăх сыхлавĕ çине калама çук пысăк тиев лекет. Çынсем васкавлă медицина пулăшу службине ковид пирки шăнкăравланă тĕслĕхсем кăна талăкра 450-на çитеççĕ. Унсăр пуçне чĕре чирĕсемпе аптăраса ÿкнисем те, инкексем те сахал мар — пурне те вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу памалла. Çапах та «Эпир мероприятисем йĕркелеме чармалли çулпа мар, вируса малалла сарăласран сыхланмалли хушма мерăсем йышăнса хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли çулпа каятпăр»,— палăртнă регион ертÿçи.

Октябрĕн 11-мĕшĕнчен социаллă пурнăçпа культура сферин тата обществăлла апатлану объекчĕсене кĕрес тĕлĕшпе хушма чарусем вăя кĕнĕ. Регион Пуçлăхĕ çапла пусăм тунă: «Кирек мĕнле мероприяти те — QR- кодпа. Е вакциленнине çирĕплетсе паракан сертификат, е çын чирлесе ирттернине тата антителасен виçи пысăккине ĕнентерекен справка пулмалла».

Çакăнпа пĕрлех Олег Николаев пысăк мероприятисем валли ПЦР-тест кăтартăвĕ-сем кирлине те асăрхаттарнă.

Çынсен çак учрежденисене маларах асăннă документсене тĕпе хурса çÿреме ирĕк пур: кинотеатрсене (кинозалсене), театрсене, театр-концерт тата культурăпа кану учрежденийĕсене, ытти çакнашкал организацисене; СПА-салонсене, массаж салонĕсене, солярисене; мунчасене, саунăсене тата çавăн евĕр пулăшусем илме май пур ытти объектсене; шыв бассейнĕ-сене, фитнес-центрсене, ытти спорт учрежденийĕсене; ресторансене, кафесене, столовăйсене, буфетсене, барсене, закусочнăйсене тата çавăн евĕр ытти обществăлла апатлану предприятийĕсене.

Раççейĕн сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко юлашки эрнере коронавирусран вакцинаци тăвассин хăвăртлăхне ÿстернĕ регионсене асăннă тата тав тунă. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республики те пур.

«Вакцинаци иммунитета вăйлатать. ПЦР-тест чир пурри-çуккине кăтартса парать. Йĕркесене пăхăнсан, чире парăнтарма пултарăпăр»,—тесе палăртнă Олег Николаев.

Поделиться:
Распечатать