Вĕрентекенсем ачасен ăс-хакăлне аталантарма пулăшнипе пĕрлех кашнин пултарулăхне тупса палăртма, професси суйласа илме пулăшаççĕ. Çакна валли вара шкулта пĕтĕм услови пурри, çĕнĕлле вĕренме майсем çителĕклĕ пулни кирлĕ.
Паллах, классенчи чÿречесенчен çил вĕрсен, маччаран шыв тумласан, ăшă пăрăхĕсем кĕç-вĕç татăлса анассăн туйăнсан — кĕскен каласан, шкул юсавсăр пулсан — кунта ăнăçлă вĕренÿ процесĕ çинчен калаçмалли те çук. Çавăнпа та республикăри шкулсенче, вĕсенчи лару-тăрăва тĕплĕн хакланă хыççăн, черетпе тĕпрен юсав тăваççĕ. Кăçал çакăн пек ĕçсене пирĕн районти Тушкилти шкулта та туса ирттерчĕç.
Юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрне пĕлтĕрех пурнăçланăччĕ: шкула тулаш енчен илемлетнĕччĕ, чÿречесене улăштарнăччĕ... Кăçал вара шалти ĕçсене туса вĕренÿ учрежденине пĕтĕмпех çĕнетрĕç. Юсав ирттернĕ хушăра çĕнĕ ĕçсем пурнăçламалли палăрнине кура Пĕлÿ кунĕ тĕлне «СВГ» ООО ĕçченĕсем тĕп юсава васкаса туса пĕтерчĕç. Планланă ĕçсем кая юлнипе малтан ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те чылай пăшăрханчĕç. Апла пулин те, ку вĕренекенсен пĕлÿ илессине ура хумарĕ.
—Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкула хута ярса ĕлкĕртĕмĕр пурте тăрăшнипе, ачасем парта хушшине вăхăтра ларчĕç. Халĕ тĕпрен çĕнетнĕ шкулта, юсаса илемлетнĕ классенче ачасемпе ĕçлеме те кăмăллă,— уçрĕ шухăшне шкул директорĕ Е.Емельянова.
Т.ПЕТРОВА:
«Шкулта юсав тăваççĕ тенине хапăлласах йышăнтăмăр. Анчах кăçалхи юсав ĕçĕсем вăраха тăсăлни кĕркунне çывхарса пынă май кăшт шиклентерчĕ. Район ертÿлĕхĕ, прокуратура çак ыйтăва пĕрре те тимлĕхсĕр хăвармарĕç, ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕслесех тăчĕç. Шкулти ашшĕ-амăшĕ-сен комитчĕ те юсава мĕнле хатĕрленмеллине сÿтсе явассине хастаррăн хутшăнчĕ. Сентябрĕн 1-мĕш кунĕнчех парта хушшине ларма май килчĕ, строительсем палăртнă ĕçсене вăраха ямасăр вĕçлеме пултарчĕç. Халĕ шкула пырса кĕрсен чун савăнать. Çутă та хăтлă классенче ачасен вĕренес кăмăлĕ те пысăк. Пирĕн шкула çакăн пек çĕнетсе илемлетнĕшĕн строительсене