1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
15 октября 2021 г. 17:03

Прививка хÿтĕлет

Район территорийĕнче те коронавирус енĕпе лару-тăру начарланса пырать.

Пĕр эрне хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри 50 çын чирленĕ, вĕсен шутĕнче — вĕренекенсем те, пенсионерсем те, ĕçлекенсем те пур. Пандеми пуçланнăранпа чирлисен хисепĕ 786 çынна çитнĕ. Стационарсенче 16 çын, амбулатори мелĕпе 57 çын сипленет.

—Хăрушă инфекци çулне прививка тутарни çеç пÿлме пултарать. Çакна пурин те шута илесчĕ. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне 3549 çын вакцинациленнĕ, унăн тулли курсне 3263 çын вĕçленĕ, 161 çын ревакцинаци тутарнă,— пĕлтерчĕç Тăвайри тĕп больницăран.

Е. АВТИН, Тăвай ялĕ:

—Тĕрлĕ сас-хурана пăхмасăр çу кунĕсенче мăшăрпа иксĕмĕр те коронавирусран вакцинацилентĕмĕр. Çакна никам хистемесĕр, хамăр ирĕкпе турăмăр. Усал амакпа чирлес килмест-çке-ха. Паллах, прививка хыççăн асăрхантăмăр, тухтăр каланисене пăхăнма тăрăшрăмăр. Çавăнпах-ши хамăра лайăх туйрăмăр, çăмăллăнах ирттертĕмĕр.

Республика ертÿçисем ковид сарăласран йышăннă асăрхану мерисене ырлатăп. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче коронавирус сарăлать. Вакцинациленни вара чир çулне пÿлет.

Поделиться:
Распечатать