1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
15 октября 2021 г. 16:30

ТŸРĔ ЭФИР: Вирус çулне пÿлер

Тăвай районĕнче пурăнакансен коронавируспа çыхăннă ыйтăвĕсене октябрĕн 12-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Григорий Куклов тата Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Алексей Степанов (сăн ÿкерчĕкре) хуравларĕç. Ыйтусене çынсем телефонпа тата instagramри @yantik—cap—ru аккаунтра пачĕç.

Коронавирус пирĕн районта та питĕ хăвăрт сарăлать. Алексей Степанов каланă тăрăх, çакă вирусăн тĕрлĕ штамĕ вăй илнипе çыхăннă, вĕсен çынна лекес хăвăртлăхĕ, вирусăн малтанхи штамĕ-пе танлаштарсан, темиçе хут пысăк.

Вăл çынсем прививка тума васкаманнипе палăртса хăварнă. Вакцинацилесси малалла пырать: пурĕ 3549 çынна прививка тунă, çав вăхăтрах 161 çын ревакцинацие хутшăннă.

Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче, 51 минут хушшинче, чылай ыйту пулнă.

Вакцинăн хушма эффекчĕсем, ялсене тухса вакцинаци тăвасси, вăраха кайнă чир пуррисен чир çивĕчленнĕ тапхăрта вакцинаци тăвасси, сыпă чирĕпе аптăракансен вакцинаци тума юранипе юраманни, коронавируса тупса палăртмалли чи тĕрĕс меслет, вакцинаци хыççăн пирĕн районта йывăр туйнисем пулнă-и тата ытти ыйтусене хурав панă тÿрĕ эфирта.

Коллективлă иммунитет пулмасăр вируса çĕнтерме çук. Социаллă сетьсенчи тĕрĕс мар информацисене ĕненме кирлĕ мар. Чир палли пулсан тÿ-рех врач патне каймалла, вăхăта тăсмалла мар. Чирлĕ çынна компьютер томографийĕн тĕрĕслевĕ витĕр хăш вăхăтра тухмаллине врач палăртать. Ковидпа чирлесе ирттернисен анлă диспансеризаци тухмалла.

Çын йышлă пулакан вырăнта маска тăхăнмаллине, социаллă дистанци тытмаллине тата алла супăньпе çумаллине ан манăр. Хамăрăн тата юнашаррисен сывлăхĕшĕн хамăрах ответлă эпир. Квалификациллĕ специалистсемпе врачсен сĕнĕвĕсене ытларах тимлемелле.

Поделиться:
Распечатать